23 января 2016 г.
Çĕмĕрлери следстви пайĕ Вăрнар поселокĕнчи 46-ри уйрăм предприниматель тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермен продукци хатĕрленĕшĕн, упранăшăн тата сутнăшăн айăплă тесе шутлаççĕ.
Следстви версийĕпе, 2014 – 2015 çулсенче вăл вырăнти çынсене çынсен пурнăç тата сывлăх хăрушсăрлăхне тивĕçтермен 1,5 литрлă савăтсене тултарнă спирт шĕвекне (сăмакуна) пĕрре мар сутнă.
Шырав вăхăтĕнче арçыннăн хваттерĕнчен сăмакун аппаратне тата 200 литрлă пичкесене тултарнă 1 пин те 100 литр пăракапа сăмакун туртса илнĕ. Спиртлă шĕвеке унра наркăмăшлă микрохутăшсем пуррине палăртма судпа хими экспертизине янă. Следстви ĕçĕсем малалла пыраççĕ.
2015 çулта республикăри следовательсем хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермен таварсен саккунсăр çаврăнăшĕ тĕлĕшпе уголовлă 49 ĕç пуçарнă. Çакнашкал преступленисене чарассипе малашне те полици ĕçченĕсемпе пĕрлешсе ĕçлĕç.