20 января 2016 г.
2016 çулăн пĕрремĕш çурринче коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем улшăнмаççĕ, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчи шайра юлаççĕ. Хаксем утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пысăкланĕç: ăшă энергийĕ 2,4-ран пуçласа 13,7 процент таран хакланать, сивĕ шыв тата каяшсене юхтарса ярасси – 0,5-рен тытăнса 25 процент таран. Халăха сутакан çутçанталăк газĕн хакĕ 2 процент хушăнĕ. Электричество та хакланĕ: хулара пурăнакансемшĕн – 6,4, ял халăхĕшĕн – 6,6 процент.
Тарифсем ÿснĕ май сахал тупăшлă çемьесене яланхи пекех субсиди тата çăмăллăхсем парса пулăшĕç.