20 января 2016 г.
Шупашкарти «Радуга» культурăпа курав центрĕ çулсеренех тĕрлĕ социаллă проектсене çул парать. Пĕлтĕр Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ ячĕпе Вăрнарти 2-мĕш шкулта паттăрлăх куравĕ вырăн тупрĕ.
Кăçал вара центр республикăри 13 шкула совет художникĕсен ĕç профессийĕсене мухтакан 15 репродукцине харпăрлăха парать. Пирĕн районтан «Ĕçе – мухтав юрри» проекта Калининăри вăтам шкул хутшăнать.
Кадетсем халĕ хĕрсех районти Социализмла Ĕç Геройĕсем, ĕçре малта пыракансем пирки информаци пухаççĕ. Вĕсем ку енĕпе «Ĕç Геройĕсен Хисеп хăми» республика конкурсне тата ку ятпах Шупашкарта иртекен курава хутшăнĕç. Проект презентацийĕ «Радуга» центрта январĕн 25–29-мĕшĕсенче иртет, хыççăн шкулсенче ĕçлеме пуçлать.
С.СВЕТЛОВА