20 января 2016 г.
Хуçалăх епле аталанасси маттур та сатур ĕç çыннисенчен килет. Ахальтен мар кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ теççĕ. «Янгорчино» кооперативра хисепе хастар ĕçлесе тивĕçнисем сахал мар. Вĕсем – Надежда Сергеева техник-осеменатор, Елизавета Ваганина тĕп зоотехник, Людмила Ласкина тĕп ветврач, Андрей Мучков механизатор, Сергей Арсентьевпа Марина Данилова выльăх пăхакансем тата ыттисем.
– Хушаматсем расна пулсан та эпир пĕр мăшăр,– çирĕплетрĕç Сергей Арсентьевпа Марина Данилова (сăнÿкерчĕкре). Вĕсем ĕнесене пăрулаттармалли витере 6 çул пĕрле тăрăшаççĕ. Ферма ĕçченĕсен кану пачах та çук. Уяв-праçниксенче те выльăх-чĕрлĕх пăхма васкамалла. Хушка пуçсем тĕрлĕ вăхăтра пăрулама пултараççĕ. Çавăнпа та мăшăр яваплăх пирки самант та манмасть. Ирхине 5 сехетре фермăналла çул такăрлатать.
– Ĕне йывăр пăруланă чухне ветеринари врачĕсене, дояркăсене чĕнсе илетпĕр,– палăртрĕ Марина Данилова.
Паллах, пăрулама çăмăлрах пултăр тесе пĕр-ик эрне маларах хушка пуçсен апат рационне улăштараççĕ, сенаж-силос мар, утă çитереççĕ. Сергей Арсентьевпа Марина Данилован пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пысăк пулсан та вĕсем хавхалансах тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрин çине анчах паллашнă пекех ăшшăн пăхаççĕ. Иккĕшĕн те сăн-пичĕ çепĕç кулăпа йăлтăр çуталчĕ. Шăкăл-шăкăл пурăнакансем фермăра та килĕштерсе ĕçлеççĕ. «Çĕрпел хĕрĕ хăйне тивĕç мăшăр тупнă. Чăрăшкас Мăратри ĕçчен качча асăрханă та алăран вĕçертмен», – шÿтлесе илчĕç ĕçтешĕсем Елизавета Ваганинăпа Людмила Ласкина.
Сергей Арсентьевпа Марина Данилова 4 ача çитĕнтереççĕ. Икĕ хутлă капмар çуртра пурăнаççĕ. Паллах, çамрăксене хăйсен вăйĕпе «йăва» çавăрма йывăртарах пулĕччĕ. «Янгорчино» кооператив вĕсене процентсăр кредит уйăрса панă. Ĕç хастарĕсем хуçалăх тилхепине тытса пыракан Геннадий Романова тав тăваççĕ. Вĕсем тăван предприяти аталану çулĕпе пынипе мăнаçланаççĕ.
«Янгорчино» кооперативра акă мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 734 пуç тытаççĕ, çав шутра ĕнесем – 330. Кунсерен вăтамран 4800 килограмм сĕт сутаççĕ. Ăратлă ĕнесен тухăçлăхĕ пысăк. Сăмахран, «Эпоха» ятли талăкра вăтамран 50 килограмм сĕт парать. Вăл Çĕнĕ çул умĕн пăруланă. Сергей Арсентьевпа Марина Данилован савăнăçĕ иксĕлми. «Таса-сывă пăру илсен епле хĕпĕртемĕн»,– кăмăллăн калаçрĕç ферма ĕçченĕсем.
Елена ПОРФИРЬЕВА.