Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшăлăх кунсерен тапса тăрать

20 января 2016 г.

Ăшăлăх кунсерен тапса тăрать

Тараватлăх, пултарулăх, сăпайлăх – пĕтĕм паха енсем пур Вăрнарти «Рябинка» ача-пăча садĕнче ĕçлекен Анна Кумалякован. Вĕлле хурчĕ пек ĕçлекенскер, коллективра ырă ята тивĕçнĕ. Вăл садикри пĕчĕк тусĕсене лăпкă та çепĕç сассипе, ăшă кăмăлĕпе тыткăнлать. Унăн куçĕсем çутă хĕлхем сапаççĕ тейĕн, кулли кăмăла çĕклет.

– Ачасемпе ĕçлеме интереслĕ-и? – ыйту патăм çамрăк логопеда.

– Вĕсемпе вăхăт иртнине сиссе те юлаймастăн. Мĕнле маттурсем ÿсеççĕ: куç тулли вĕт, пĕри тепринчен илемлĕрех. Пĕчĕкскерсен тыткаларăшĕ те тыткăна илет. Çавăнпа та кунта ĕçе вырнаçма тÿр килнишĕн пачах та ÿкĕнместĕп, – кăмăллăн калаçрĕ Анна Николаевна.

Вăл «Рябинкăра» 2012 çулхи октябрьтен вăй хурать. Коллектива тахçанах хăнăхса çитнĕ. Тĕп тивĕçе – ачасене сăмахсене тĕрĕс калама хăнăхтарассине никам хистемесĕр пурнăçлать. А.Кумалякова Вăрнар поселокĕнче çуралса ÿснĕ. Кунти шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан хĕр умне ыйту тухса тăнă: ăçта кайса пĕлĕве тарăнлатмалла? Ачасене чун-чĕререн юратни Чăваш педагогика университетне илсе çитернĕ. Вĕренĕве ялан малти вырăна кăларнă. Практика вăхăтне тĕп хулари тĕрлĕ ача-пăча садĕнче ирттернĕ. Учитель-логопед специальноçне алла илекенскерĕн калаçу чĕлхипе такăнакан, япăх илтекен ачасемпе ĕçлеме тивнĕ. Çавăн чухне ăнланса илнĕ: пĕчĕксерсене пысăк тимлĕх кирлĕ. Вĕсемпе пĕрле пулнă самантра хăвăн пĕтĕм пултарулăхна уçма тивет. 5 çул хăвăртах хыçа юлнă Вăрнар хĕрĕшĕн. Алăра – диплом. Анчах та пĕр-пĕр садике ĕçе вырнаçма шутламан Анна. Çуралса ÿснĕ кĕтес хăй патне туртнăран хулара юлассине хирĕçленĕ. Çавăнпа Вăрнара килнĕ те кĕсье телефонĕсем сутакан салонра тимлеме пуçланă. Кунта тăватă çула яхăн ĕçленĕ хыççăн райцентрти «Санары» лавккана куçнă.

– Çăмăл марччĕ. Ура çинче кунне вуникĕ сехет ытла тăма тиветчĕ. Çитменнине тавар туянма пыракансемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, тата ялан тарават пулма тăрăшмалла, – иртнине аса илчĕ А.Кумалякова.

– «Рябинка» ача-пăча садне мĕнле майпа куçма пултартăр?

Çав самантра çамрăкăн сăн-пичĕ тăруках çуталчĕ.

– Шутламан çĕртен пурнăç тепĕр енне çаврăнчĕ. Пĕррехинче лавккана пынă диагностикăпа консультаци центрĕн директорĕ манпа калаçу пуçарса ячĕ, райцентрти «Рябинкăра» логопед кирлĕ пулнине пĕлтерчĕ. Унта кайса пăхма сĕнчĕ. Эпĕ тепĕр кунхинех, пушă вăхăт тупăннипе усă курса, ача-пăча садне çитрĕм. Çапла вара эпĕ логопед пулса тăтăм, – терĕ Анна Николаевна.

Ачасене шанса парсан малтанах хумханнă: ара университетран вĕренсе тухнă хыççăн хăйĕн специальноçĕпе ĕçлемен-çке. Çавах та шалти шиклĕхе никама та палăртман. Ку вăхăтлăх самант пулнине аван ăнланнă, çавăнпа пĕрлех пĕчĕкскерсем хăйĕнчен ыррине, лайăххине çеç кĕтнине туйнă. Шутланă пекех пулса тухнă: ачасем патне туртăм кунран-кун вăйланса пынă. Юнкунсерен, кăнтăрла иртсен, ашшĕ-амăшне йышăнма, кашнине кирлĕ сĕнÿ-канаш пама тытăннă.

Пĕчĕкскерсен лăпкăлăхĕпе пĕрлех шухăлăх пур пулин те кутăнлашмаççĕ-мĕн, каланине лăпкăн итлеççĕ. Енчен те хушăва ăнăçлă пурнăçласан мухтаса илме те манмасть: чун ăшшине пурне те пĕр пек парать.

Анна Денис ятлă каччăпа 2011 çулта çемье çавăрнă. Вĕсен халĕ пĕр ача пур. Çамрăк специалист «Рябинкăра» чун ăшшине тупать, ăсталăха туптать. Ун шухăшĕпе, садикре ачасемпе ĕçлени хĕрарăма хитрелетет кăна.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика