20 января 2016 г.
Ярмушкари почта çыхăну уйрăмне иртен-çÿрен тăтăшах кĕрсе тухать. Акă алăк уçăлчĕ те, вăтам çулсенчи арçын курăнса кайрĕ. Вăл васкамасăр утса çыхăну уйрăмĕн заведующийĕ ларакан вырăна çывхарчĕ.
– Вăрнара хамăн ĕçсемпе кайса килме тÿр килчĕ. Çула май почтăна кĕрсе тухма шутларăм. Ман валли наука енĕпе çыхăннă пĕр-пĕр журнал пур-ши? – ыйтрĕ вăл.
– Сутлăха килекен журналсем нумай. Вĕсем хушшинче сирĕн кăмăлăра тивĕçтерме пултаракан кăларăма шыраса тупасси пирки иккĕленместĕп, – терĕ Зинаида Киргизова заведующи.
– Килте, пушă вăхăтра, телевизор çеç пăхса ларас килмест, хаçат-журнал та вуласшăн эпĕ. Ара чун апачĕ те çынна кирлĕ-çке. Мана наука интереслентерет те – çĕннине пĕлес кăмăл ялан пысăк, – ăнлантарчĕ арçын.
Ярмушка çыннин нумай кĕтсе тăма тивмерĕ, ăна почта ĕçченĕ çийĕнчех кирлĕ журналпа тивĕçтерчĕ. Укçа тÿлерĕ те, почтăран тулли кăмăлпа тухса кайрĕ арçын.
– Почтăна Ярмушкара тата çывăхри ялсенче пурăнакансем килсе çÿрени савăнтарать кăна. Акă çутăшăн е газшăн тÿлеме вăхăт çитсен черет йĕркеленет. Меллĕ самантпа усă курса почтăна килнисене тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнма сĕнетпĕр. Пире итлеççĕ, çырăнма хирĕçлемеççĕ, – ăнлантарчĕ З.Киргизова.
Хĕл кунĕсенче, пĕр-пĕрне тĕл пулнăскерсем, ăшă çуртран тухса кайма пит васкамаççĕ, çĕнĕ хыпарсене пĕрле сÿтсе яваççĕ, мĕн курни-илтни пирки каласа параççĕ. Пĕрле пухăнсан, чăн та, сăмах-юмахĕ тупăнсах тăрать. Çынсен калаçăвĕ ĕçлеме чăрмантармасть Зинаида Киргизована. Уншăн почтăран халăх тăтăлманни паха.
– Виçĕ почтальон куллен пиллĕк яла çитет. Вулакан патне хаçат-журнал çитернипе пĕрлех аслă çулсенчисене пенси укçипе компенсаци валеçеççĕ вĕсем, – пĕлтерчĕ заведующи.
Ярмушкара тата ун çывăхĕнчи ялсенче пурăнакансем ытларах тăван чĕлхепе тухса тăракан пичет кăларăмĕсене çырăнаççĕ-мĕн. Кăçалхи çур çулта районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата 104 çын çырăнса илнĕ. Февральтен илсе тăма кăмăл тунисем те пур. З.Киргизова палăртнă тăрăх, çырăнтару çине кашнинчех пысăк тимлĕх уйраççĕ. Валентина Николаева, Александр Максимов, Надежда Слонова почтальонсем ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, подписчиксен йышне ÿстерессишĕн кашни çырăнтару тапхăрĕнче пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшаççĕ.
Пурнăçра пĕр вырăнта çеç тăмалли çук, суту-илÿ ĕçне те тума тивет хальхи вăхăтра почта ĕçченĕсен. Акă пÿлĕмĕн пĕр сĕтелĕ çинче апат-çимĕç продукчĕсем вырнаçнă. Аслăрах çулсенчисем çăнăхпа сахăра, кĕрпесене ытларах кунтан туянаççĕ. Саккас паракансем те пур: илсе килсе парăр. Ял çыннисен ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ: вĕсене мĕн кирлине вăхăтра кÿрсе килеççĕ. Консерв продукчĕсем те, пылак çимĕçсем те тусан пуçтарса выртмаççĕ, хăвăртах туянса пĕтереççĕ. Сутăнать – план та тулать. Çавăншăн тимлеççĕ те ĕнтĕ почта ĕçченĕсем. Çакна та пĕлме май килчĕ: çанталăк çуркунне енне сулăнма пуçласан пахчаçимĕç вăрлăхĕсемпе хытах интересленме пуçлаççĕ-мĕн. Ара калча хатĕрлеме пахалăхлă вăрлăх пулсан аван вĕт. Пасарта туянатăн – шăтса тухмасан та пултарать. Почтăран туянни вара шанчăклăрах, япăххи çаклансан килсе калама та пулать.
Ярмушкари почта, вырсарникунпа тунтикунсăр пуçне, кашни кун ĕçлет. Ирхи сакăр сехетрен пуçласах алăк яри уçă. Ватти те, яшши те килет ку çурта. З.Киргизова заведующи (ÿкерчĕкре) кашнинпе ăшшăн калаçать, çыннăн чунне уçать. Ĕçлес хастарлăх пысăк унăн, апла ÿсĕм ÿлĕмрен те пуласси иккĕлентермест.
Юрий КОРНИЛОВ.