20 января 2016 г.
Шăматкун Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕн Кубокĕнче çĕршыври вăйлă çăмăл атлетсем вăй виçнĕ.
Ку ăмăртăва Раççейри хĕллехи Гран-При серине кĕртнĕ. Хĕрарăмсем 800 тата 3000 метрлă дистанцинче, çавăн пекех йĕтре тĕртессипе тата шăчăпа сикессипе тупăшнă. Арçынсем хĕрарăмсем пекех пĕрешкел дистанцире мала тухассишĕн ăмăртнă.
3000 метрлă чупура старта харăсах тĕнче класлă пилĕк спорт мастерĕ тухнă, вăл йышра – Çĕрпел тăрăхĕн хĕрачи те Екатерина Ишова (Горбунова) та. Ывăл çуратнă хыççăн Вăрнарăн пултаруллă атлетки, Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн (2011) бронза призерĕ, тăхтав нумай тумарĕ, вăй-халне куллен тренировкăсенче çирĕплетрĕ. Ку турнирта акă вăл финиша иккĕмĕш результатпа вĕçленĕ.