20 января 2016 г.
Уравăш салинче культура çурчĕ çук. Темиçе çул каялла пĕр кĕрхи каç пушарта çунса кĕлленнĕ. Çавăнпа кунта пурăнакансене, уйрăмах çамрăксене, культурăллă канма, пушă вăхăта усăллă ирттерме çăмăлах мар.
Клубпа библиотека валли ял администрацийĕ пулнă çуртра пĕр пĕчĕк пÿлĕм уйăрса панă. Тĕлĕнмелле, çак пÿлĕмре культура ĕçченĕсем ял-йыша савăнтарма май тупаççĕ. Вероника Илларионова ыр сăмахсене чăннипех тивĕçлĕ.
Вăл Уравăшри Кудровсен йышлă та туслă çемйинче çуралса ÿснĕ. 1985 çулта Уравăш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă, ялта бригадирта ĕçлеме пуçланă. Юрий Илларионовпа çемье çавăрнă.
1992 çулта Вероника Илларионовăна ялти культура çурчĕн директорĕн пуканне шанса панă. Каярахпа вăл илемлĕ пултарулăх ертÿçинче вăй хума тытăнать.
Ĕçленĕ вăхăтрах Шупашкарти культура училищинче вĕренсе тухнă. «Педагог-организатор. Халăх пултарулăхĕн ертÿçи» специальноçе алла илнĕ.
Вероника Вячеславовна сакăр çул шкулта тăрăшнă. Вăл аслă вожатăй та, директорăн воспитани енĕпе тимлекен çумĕ те пулнă. Ача шучĕ сахалланнă пирки шкулта ĕçлеме пăрахнă.
2013 çултанпа каллех культура çурчĕн коллективне ертсе пырать.
Паллах, çăмăл пулман пурнăçра. Упăшкипе, Юрий Нестеровичпа вĕсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Инкек куçа курăнса килмест, мăшăрĕ сасартăк сарăмсăр вилет. Ывăлĕсене пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Халĕ Станиславпа Максим иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ специалистсем. Амăшĕн вĕсемпе мăнаçланмалли пурах.
Кирек мĕнле ĕçе те Вероника Вячеславовна тĕплĕн, тăрăшса, чунне парса пурнăçлать, ырă тĕслĕх кăтартать. Вăл çынна пулăшма яланах хатĕр. Тĕслĕхрен, нумай пулмасть пĕр кинемейпе калаçма тÿр килчĕ. Валентина Григорьевна Орлова çапла каласа пачĕ:
– Эпĕ чылайранпа ура чирĕпе аптăратăп. Пĕррехинче почтăна пенси укçи илме кайнăччĕ. Каялла килнĕ чухне пуç çаврăнса кайрĕ, урасем утми пулчĕç, аран пĕр пÿрт умĕнчи тенкел патне çитсе тĕршĕнтĕм. Кăшт кансан киле çитес терĕм, анчах ниепле те ура çине тăраймарăм. Иртсе каякан хĕрарăмран пулăшу ыйтрăм. «Хăвах тăран!» – сиввĕн тухакан сăмахсене илтсен йĕрсех ятăм. Телее, килĕнчен Вероника тухрĕ. «Тăраймастăн-им? Сана пулăшмалла мар-и? Чим-ха, кама та пулин чĕнер», – тесе кăмăла çавăрчĕ. Урампа иртсе пыракан арçынна чĕнсе илсе мана килех çавăтса çитерчĕç. Тавтапуçах Вероникăна. Сывлăхлă çÿретĕрех.
Вероника Илларионова пирки ырă каланине Уравăшра тăтăшах илтме пулать. Ахальтен мар пуль халăх ăна ял старости пулма шаннă. «Вероника Вячеславовна çынсемпе тарават, ырă чунлă, пуçарнă ĕçе вĕçне çитерме пултарать», – терĕç пухура ял çыннисем. Вероника Илларионова пуçаруллă пулнăран уравăшсем нимелле ĕçлесе темиçе хутчен ял масарне тасатрĕç, çĕнĕ карта тытса çавăрчĕç, пĕве пĕвелерĕç.
Вероника Вячеславовна пултаруллă ертÿçĕ. Библиотекăн пĕчĕк пÿлĕмĕнчех культура ĕçченĕсем ĕç-хĕле йĕркелеме пĕлеççĕ.
Библиотека фончĕ пуянлантăр тесе Клара Вольевна Сюмайкина районти библиотекăсемпе, Чăваш кĕнеке издательствипе, уйрăм çынсемпе çыхăну тытать. Кирлĕ кĕнекесене районти тĕп библиотекăран та илсе килсе парать. Çавăнпа вулавăша çынсем хапăлласах çÿреççĕ. Кунтах алă ăстисен кружокĕ ĕçлет. Вĕсем çыхнă япаласем тĕрлĕ куравсене те хутшăнаççĕ.
Юрă-ташă ăстисем вара тĕрлĕ ÿсĕмсемпе пайланса ĕçлеççĕ. Аслисем валли «Телей» ушкăн йĕркеленĕ. Кунта Уравăшпа Утарти хĕрарăмсем çÿреççĕ, вĕсен йышĕ хушăнсах пырать.
12–17 çулсенчи хĕрсем «Грация» ташă ушкăнне çÿреççĕ. Кĕçĕнреххисем те пушă вăхăта кăсăклă ирттерме пултараççĕ. Вĕсем валли «Телей пайăрки» тата «Çамрăк хунавсем» ушкăнсем пур. Вĕсем хăйсен пултарулăхне районта та, республикăра та кăтартаççĕ, тĕрлĕ дипломсем çĕнсе илеççĕ.
Çапах та чи кирли – ял-йыша савăнтарасси. Культура çуртĕнче ĕçлекенсен концерчĕсене ял çыннисем кĕтеççĕ, хула артисчĕсенчен те ытларах кăмăллаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Вероника Вячеславовнан пултарулăхĕ иксĕлми. Пĕлтĕр тăватă концерт курса савăнтăмăр. Куракансене халăх, эстрада юррисем, фольклор, вырăс, чăваш, инди, чикан ташшисем кăмăла кайрĕç.
Пĕчĕк артистсене те ырламалла. В.Илларионова тăрăшнине пула ачасен пултарулăхĕ кунран кун ÿссе пырать. Артистсен тумĕсем те питĕ илĕртÿллĕ. Вероника Вячеславовна çамрăк ăрупа питĕ тимлĕ.
Çакăн пек пултаруллă çынсем пирĕн хушăра пулни савăнтарать. Пулăшса пырасчĕ культура ĕçченĕсене, ура хурса такăнтарас марччĕ. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассипе пĕрле ырми-канми ĕçлесчĕ.
Наталья ФЕДОРОВА.
Уравăш.