20 января 2016 г.
Калининăри участок больници çумĕнче васкавлă медицина пулăшăвĕн станцине уçнăранпа кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче 30 çул çитрĕ. 1986 çулта штат расписанийĕнче 4 фельдшер, 4 водитель шутланнă.
Малтанхи фельдшерсем Л.Матвеева, И.Николаев, З.Федотова, Е.Прокопьева пулнă. Вĕсем хыççăн яваплă ĕçе Е.Алексеева, Р.Никитина кÿлĕннĕ. Паянхи кун пархатарлă тивĕçе А.Егорова, С.Васильева, Л.Кумрукова, Н.Васильева фельдшерсем чыслăн пурнăçлаççĕ.
Калининăри участок больници çумĕнчи васкавлă медицина пулăшăвĕн станцинче тăрăшнă пирвайхи водительсем – В.Журавлев, З.Степанов, Л.Степанов, В.Кириллов. Вĕсем хыççăн Г.Матвеев, В.Матвеев тимленĕ. Хальхи вăхăтра С.Константинов, А.Денисов, В.Петров водительсем ĕçлеççĕ, хăйсене шаннине тÿрре кăлараççĕ.
Васкавлă медицина пулăшăвĕн станцинче вăй хуракансем хисепе тивĕçлĕ. Вĕсем Гиппократ тупине яланах асра тытаççĕ, çынсен пурнăçне Çăлассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.
З.АЛЕКСАНДРОВА.