16 января 2016 г.
Раççей Ĕçлев министерстви хатĕрленĕ проектпа федераллă саккун акчĕсене чылай улшăну кĕнĕ. Кăçалтан регионсем умне лартнă тĕллев çирĕп: граждансене социаллă пулăшупа кирлĕлĕхе шута илсе тивĕçтермелле. Чăваш Республикинче 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи 89-мĕш №-лĕ саккунпа ултă саккуна улшăнусем кĕртме йышăннă. Вĕсем социаллă пулăшăвăн хăш-пĕр мерисемпе тивĕçтерессине адреслăхпа кирлĕлĕх принципĕсене шута илсе оптимизацилессипе çыхăннă.
Çĕнелнĕ саккунсем халăхра тĕрлĕ ыйту çуратаççĕ. Вĕсене уçăмлатма эпир калаçăва халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхне Ирина СМОЛИНАНА чĕнтĕмĕр.
– Ирина Григорьевна, федераллă саккуна кăçалтан кĕрекен улшăнусем социаллă пулăшу мерисене хытарнă тесен те йăнăш пулмĕ.
– Çĕнĕлĕхсем, чи малтанах, чăннипех те социаллă хÿтлĕх кирлĕ граждансене пулăшас тĕллевлĕ. Кăçалтан ачасен уйăхсеренхи пособийĕ, медицина тата фармацевт ĕçченĕсен хушма гарантийĕсемпе социаллă хавхалантарăвĕ, ялта пурăнакан-ĕçлекен педагогика ĕçченĕсен коммуналлă тÿлевĕсен компенсацийĕсем тĕлĕшпе улшăнусем пулĕç. Çыннăн хăй социаллă хÿтлĕхсĕр категорине кĕнине (пĕчĕк шалу, ĕçсĕрлĕхне, пĕчĕк ачасем пуррине, вĕренÿ организацийĕнче куçăн вĕреннине тата ытти те) документсемпе ĕнентермелле. Вĕсем çирĕп тĕрĕслев витĕр тухĕç.
– Уйрăммăн илсен, чи малтанах ачаллă çемьесене пырса тивекен çĕнĕлĕхсем çинче чарăнмалла пулĕ. Мĕн улшăнать тата çемьесене мĕн кĕтет?
– Малашне ачашăн уйăхсерен паракан пособие ача çуралнă уйăхран, усрава илнĕ ачашăн – суд решенийĕ вăя кĕнĕ уйăхран палăртаççĕ. Тепĕр уйăхран е каярах тăратнă заявленисемпе пособие унчченхи пек малтанхи уйăхсемшĕн памаççĕ.
Кăçалтан ачашăн паракан пособие çемьери кашни çын пуçне лекекен тупăш Чăваш Республикинчи пурăнмалли чи пĕчĕк пĕр виçинчен (унччен – 1,5 пулнă) иртменнине кура шутласа параççĕ.
Республикăри амăшĕн (çемье) капиталĕ тĕлĕшпе те улшăнусем пур. 2016 çулхи январьтен сертификатсем пама пăрахаççĕ, ун вырăнне регистр йĕркелеççĕ, унта патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлĕ амăшĕ çинчен калакан мĕнпур даннăйсем пулĕç.
Республикăри амăшĕн капиталне унпа усă курасси çинчен заявлени панă тĕле çын пуçне лекекен тупăш Чăваш Республикинчи чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех çемьесене кăна уйăрма сĕннĕ.
Ку çултан патшалăх пулăшăвĕн ку тĕсĕпе усă курмалли енсем анлăланнă. Укçа-тенкĕпе харпăрлăхри пурăнмалли çурт-йĕр объектне строительство организацине явăçтармасăр тунă е реконструкциленĕ чухне тÿснĕ тăкаксене саплаштарма юрать. Çавăн пекех – пурăнмалли кĕтеспе усă курнăшăн (е ăна тара илнĕшĕн) тата вĕренекенсен общежитийĕнчи коммуналлă тÿлевсемшĕн тăкаклама.
– Ĕç ветеранĕсем тĕлĕшпе те саккун çĕнелнĕ. Вулакансене улшăнусем пирки тĕплĕн ăнлантарсамăр.
– Тÿрех калам, кăçалхи январĕн 11-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсем уйăхсерен паракан 1082 тенкĕ укçа тÿлевне тата вырăнти телефон сечĕн абонент линийĕпе усă курнин тăкакĕн 50 процентне саплаштарма компенсацие ĕçлеме пăрахнă хыççăн кăна тивĕçеççĕ. Çавăн пекех кăçалтан ку категорине кĕрекен çынсене кабель телевиденийĕшĕн çăмăллăхсем уйăрма пăрахнă.
Çавна май халĕ ветерансен даннăйĕсен базине Раççей Пенси фончĕн даннăйĕсемпе (2015 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне) тĕрĕсленĕ, ун результачĕсем кĕçех пирĕн пата çитмелле.
Енчен те ветеран хăй ĕç пăрахнине ĕнентерме шутлать-тĕк, унăн социаллă хÿтлĕх пайне ĕç кĕнекине тата копине илсе килмелле.
Аса илтерме, 37 çул та 6 уйăхран сахал мар ĕçленĕ хĕрарăмсене тата 42 çул та 6 уйăхран кая мар ĕç стажĕ пур арçынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята пама йышăннă. ЧР ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккуна кăçалхи улшăнусене Раççей Президенчĕн 2014 – 2016 çулсенчи бюджет политикине йĕркелеме хушнине тĕпе хурса йĕркеленĕ.
Халĕ ку ята илме стажăн 50 проценчĕ Чăваш Республикипе çыхăнмалла, унсăр пуçне хăй вăхăтĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хуманшăн (ÿсĕр çÿренĕшĕн, вăрланăшăн, ĕçе тухманшăн, тивĕçе пурнăçламаншăн тата ытти те) ĕçрен кăларнине шута илеççĕ.
– Ялти специалистсем пирки те ăнлантарсамăр. Пĕлнĕ тăрăх, вĕсен тÿлевĕсем тĕлĕшпе те социаллă пулăшу мерисем улшăннă...
– Саккунри улшăнусемпе ялта ĕçлесе пурăнакан педагогсене, культура, сывлăх сыхлавĕн, ветеринари ĕçченĕсене, социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекенсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тÿлевсемшĕн укçа-тенкĕ уйăрассине пурăнмалли лаптăкăн социаллă нормине тата коммуналлă ыйтусемпе тивĕçтерессин тăкаклав нормативĕсене кура йĕркелесе пыма палăртнă. Ку тÿлевсене çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама взнос хывнине саплаштарма паракан социаллă пулăшу яллă вырăнти учрежденисенче 10 çултан кая мар ĕçленĕ граждансен сыхланса юлать. 2016 çулхи январĕн 31-мĕшĕ хыççăн пенсие тухса ĕç-хĕле пăрахăçлакансене компенсацие тÿлеме чарăнаççĕ.
Енчен те уйăхсеренхи укçа компенсацине çемьере иккĕн е ытларахăн илме ирĕк пулсан, ăна кашнине пĕр тан пайласа параççĕ. 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пулăшу 1055 тенкĕпе танлашать.
Районта социаллă пулăшупа паян ялсенчи 1375 специалист усă курать: сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсем – 336, вĕрентÿ ĕçченĕсем – 805, культурăра тăрăшакансем – 182, ветслужба ĕçченĕсем – 36, социаллă ĕçченсем 16 çын.
2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тÿлевсемшĕн уйăхсеренхи компенсацие çăмăллăхçăн ĕç вырăнĕнчен тÿлеме тытăнаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.