16 января 2016 г.
Депутатсен районти Пухăвĕн çĕнĕ çул умĕнхи ларăвĕнче Çамрăксен парламентне туса хурас положение çирĕплетнĕ. Ун йышне йĕркелес тĕлĕшпе ятарлă комисси туса хунă.
Çамрăксен парламентне Вăрнар районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика ыйтăвĕсене татса пама тÿпе хывма кăмăллă 18–35 çулхи каччăсемпе хĕрсене йыхравлаççĕ. Конкурс пуçланнă, заявленисене район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче паянтан 30 кун хушши йышăнаççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефон 8 (83537) 2-54-39, Галина Валерьевна Виноградова.