16 января 2016 г.
Кушар Юнтапари Галина Краснова пенсие тухнă пулин те сценăран уйрăлма пултараймасть, юрă юрламасăр чун-чĕрине уçаймасть.
Ăна сцена çинче час-часах куратăн. Килте пăчăхса ларас килменрен культура ĕçченĕсем чĕннĕ чух репетицисене кайса килме хирĕçлемест. Тĕрлĕ мероприятисене те хутшăнать. Хĕрарăмăн вăй-халĕ иксĕлми тейĕн.
– Галина Анатольевна, эсир пултаруллă çын пулнине тахçанах пĕлетĕп. Сцена çине тухсан куракана уçă сассăрпа тÿрех тыткăна илетĕр, – терĕм ăна.
– Мана ытлашши ан мухтăр, чи пĕлтерĕшли – юрă юрласа пĕтернĕ хыççăн залра ларакансем алă çупма пуçлани. Çакă чуна ăшăтса ярать, хавхалану хушать, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Г.Краснова.
Калаçăва малалла тăснă май çакна ăнланса илме тÿр килчĕ: кăмăл хуçăлнă самант пулсан та куракан умне ялан илĕртÿллĕн тухма тăрăшать. Енчен те вăл шăрантарнă юрăсене халăх кăмăлласа йăшăнчĕ пулсан, чун-чĕри çав самантрах савăнăçпа тулать.
Пурнăç çулĕ хĕрарăма тĕрлĕ вырăна çитернĕ. Шкул хыççăн Улатăрти техникумра бухгалтера вĕреннĕ. Алла диплом илсен направленипе Элĕк районĕнчи «Гвардеец» хуçалăха ĕçлеме янă. Хыççăн «Шумшевашский» совхозра бухгалтерта тимленĕ. Пăрачкавпа Çĕмĕрле районĕсенче пурăнма тÿр килнĕ. Çав вăхăтра та ĕçсĕр ларман, тĕрлĕ организацисенче бухгалтер тивĕçне пурнăçланă. Çĕпĕрте вара çирĕм çула яхăн пурăннă. Унта мăшăрĕпе иккĕшне хваттерпе тивĕçтернĕ. Г.Краснова сакăр ачана кун çути парнеленĕ.
– Хама килĕштернĕ çынпа пурнăç çулĕсем пĕр килмерĕç. Халĕ пĕтĕм чун ăшшине ачасене пама тăрăшатăп, – васкамасăр калаçрĕ Галина Анатольевна.
Çавах та вăхăт иртнĕçемĕн чылайăшĕ манăçа тухать, чи савăк самантсемпе хурлă кунсем çеç чĕрере нихçан сÿнми тарăн йĕр хăвараççĕ. Г.Краснован ку таранчченхи пурнăçĕнче ырри те, йывăрри те пулман мар, анчах та чăтăмлăхпа çирĕплĕх чылай йывăрлăха çĕнтерме пулăшнă.
Нумай ачаллă хĕрарăм пенсие тухсан çеç сценăпа туслашнă. Культура ĕçченĕсем ăна пĕр-пĕр концерта е мероприятие хутшăнтарма тăрăшнă. Сасси уççăнрах та уççăнрах янăрама пуçланă. Ăна кÿршĕллĕ Элĕкри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем асăрханă, репетицие пыма ыйтнă. «Кай, кай Ивана» спектакльре евчĕ рольне шанса панă. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистка режиссер шанăçне тÿрре кăларнă, куракан умĕнче ăста вылянипе палăрнă. Ача чухне вара сценăна парăнтарасси пирки шутлама та пултарайман. Халĕ акă спектакльте выляма та, уйрăммăн юрлама та пултарать. Хăйне ирĕклĕ те килĕшÿллĕ тытма хăнăхса çитнĕ. Сасси те уççăн янраса тухать. Ăна пултарулăх енĕпе çутçанталăк чăннипех те кÿрентермен. Чăн та, сцена çине тухас умĕн ыттисем пекех хумханать, анчах та пĕрремĕш çаврăм хыççăнах кĕвĕ ытамне путать.
Галина Краснова пĕр вырăнта ларасшăн мар, малаллах талпăнасшăн, илемлĕ юрăсем шăрантарса ÿлĕмрен те çынсен чун-чĕрине хускатасшăн. Çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнни йывăрлăхсене парăнтарма пулăшать.
Юрий КОРНИЛОВ.