Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăшарни çитет

16 января 2016 г.

Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче – Кăшарни. Вăрнар районĕнче Кăшарни кунĕнче шыва кĕме сакăр вырăн уйăрнă. Ваксене Анаткас Хапăсри Тĕп урамри 5-мĕш çурта хирĕç, Пăртасри Чăваш ене – 50 çул урамĕнчи 1-мĕш çурта хирĕç, Отиккăвăри, Туçи Çармăсри, Туçи Мăратри шкул çывăхĕнчи пĕвесенче, Мăн Элменти, Услапари, Санарпуçĕнчи çветтуй çăлкуçĕнче тата Вăрнарти Вурнарка шывĕнче касаççĕ.

Православи тĕнĕн канонĕсем тăрăх, çак кун Турра ĕненекенĕн чиркÿре çурта лартмалла, сăвапланă шыв тултарса илмелле. Кăшарнинче нумайăшĕ вакра шыва кĕме тăрăшать. Авалхи ĕненÿ тăрăх, Кăшарнинче шыв сăвапланать, вăл кирек мĕнле чир-чĕртен сыватать.

Анчах та çакна астумалла: ятарласа хатĕрленмен тата ÿт-пĕве пиçĕхтермен çынсен сивĕ вакра чăмпăлтатма тăхтамалла. Шыва кĕриччен тухтăрпа канашласан, сывлăха тĕрĕслеттерсен аван.

Хĕллехи сивĕре ачасене шыва кĕртмелле мар. Вĕсене хăвăртах тăм илет, шăнтса ярать. Ача-пăча ÿпке, пуç мими шыççипе е тĕп нерв системин урăх чир-чирĕпе аптрама пултарать.

Уявра савăнăçлă кăмăла пăсас темесен правилăсене пăхăнмалла.

Вак каснă чухне шыв тарăнăшĕ 1,8 метртан ытла пулмалла маррине шута илмелле. Кăшарнире шыва кĕмелли вырăн хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтермелле. Çынсем ăнсăртран ÿкесрен вак тавралла карта тытмалла. Çăлавçăсем пур пулсан кăна шыва кĕмелле.

Шыва ура ярса пусиччен шăм-шака çемĕçтермелле. Тумтире хывсан кукленмелле, сылтăмалла-сулахаялла тайăлмалла тата ытти хусканусем тумалла. Хăвăрт хывăнакан атă-пушмак тăхăнмалла.

Шыва кĕрсе кайиччен пусма çирĕплĕхне тĕрĕслемелле. Асăрханас тĕллевпе вакка хулăн вĕрен ямалала, унăн пĕр вĕçне çырантан çирĕплетмелле. Пуçпа чăмма юрамасть. Шыва мăй таран кĕрсе виçĕ хутчен чÿхенсе илмелле те тÿрех тухмалла.

Вакран тухсан тÿрех тĕклĕ алшăллипе шăлăнмалла, ăшă тумтир тăхăнмалла.

Эрех-сăра мар, вĕри чей е кофе ĕçмелле.

Елена ЕГОРОВА,

республикăри профилактика,

сыватмалли физкультура тата спорт медицинин центрĕн врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика