Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк ялта туй юрри илтĕнмест

16 января 2016 г.

Пайăк ялĕпе утатăп. Тÿрех каламалла, пÿрчĕсем тĕрлĕрен: йывăçран çĕкленисене те, кирпĕчпе купаласа тунисене те курма пулать. Çавах та кирпĕчрен хăпартакан ытларах. Пытармалли çук, тĕсне çухатма пуçланисем те куç тĕлне пулаççĕ. Анчах та вĕсем яланлăхах хупăнманни пĕрре пăхсах паллă. Ашшĕ-амăшĕн килне çу кунĕсенче ывăлĕ е хĕрĕ килсе каять, хăш-пĕр вак-тăвек ĕçсене пурнăçласа хăварать.

Пайăкра пурăнакансем килте яра куна ĕçсĕр лармаççĕ, çу кунĕсенче выльăх апачĕ хĕл валли ытлă-çитлĕ хатĕрлессишĕн тимлеççĕ. Анкартинчи çителĕксĕр пек туйăнсан, уйра та пур. Çулса типĕтме ÿркенмесен утă тонни-тоннипех пулĕ. Ялта 6–7 килте çеç ĕне тытаççĕ. Касу черечĕ хăвăртах çаврăнса çитнĕрен электрокĕтÿçĕ туяннă. Халь ĕнесене пăхнă чухне унпа усă кураççĕ. Чи лайăххи вăл – ĕне-выльăх çÿретме вырăн хĕсĕк марри. Уйрах вĕсене тулăх тăрантарма пулать.

Ял мĕнле сывланине унăн çыннисемпе курса калаçсан пĕлме май килчĕ. Хампа сăмахлама çын тупасси пит йывăрах пулмарĕ. Кĕç-вĕç сакăрвуннă тултаракан Зинаида Кроткова хăйĕн çинчен кăна мар, ял пурнăçĕ пирки те тулли кăмăлпах каласа пачĕ. Вăл Пайăк ялĕнче çуралса ÿснĕ.

– Эпĕ Калининăри больницăра тĕрлĕ должноçсенче 45 çул ĕçлерĕм. Санитарка та пулса куртăм, – терĕ Зинаида Петровна.

– Çамрăк вăхăтра хулана кайса тĕпленменнишĕн халĕ ÿкĕнместĕр-и?

– Çук, паллах. Ялта пурăнма чăннипех те ырлăх: шăв-шав çук, сывлăшĕ уçă, пÿртре газ çунать, хуларинчен темĕн чухлĕ лайăхрах. Ватă çынна лăпкăлăх кирлĕ. Кунта вăл енчен илсен тиркешсе калаçаймăн, – хăйĕн шухăшне уçрĕ кинемей.

З.Кроткова халĕ пĕчченех кун кунлать. Михаил мăшăрĕ Вăрнарти хими препарачĕсем кăларакан заводра нумай çул вăй хунă. Анчах та ăна, кĕтмен-çĕртен, шалкăм çапнă. Вунă çул асапланса пурăннă арçын, 72-е пуссан ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

– Ачасем пур манăн, ывăл вунвиçĕ çул каялла Çĕпĕре кайса тĕпленчĕ, хĕр вара Вăрнарта тымар ячĕ, Калининăри садикре тимлет, – ăнлантарчĕ Зинаида Петровна.

Кăçалхи кĕр кунĕсем çитичченех ĕне тытнă. Выльăха пăхнă май ĕçĕ те тупăнсах тăнă.

– Халĕ, сутса янăранпа, ал-ура çыхланса ларнăн туйăнать, – пусăрăнчăклăн калаçрĕ ватă çын.

Куна килтех ирттерет: апат пĕçерет, телевизор пăхать, радио итлет. Куçĕ витĕрех курманран хаçат-журнал çырăнса илме пăрахнă. Ватăпа ăшшăн сывпуллашрăмăр. Ун килĕ тĕлĕнчен нумай та каяймарăм, аслăрах çулсенчи арçынна тĕл пултăм. Пĕр-пĕрне алă тытсах паллашрăмăр: Федор Максимов пулчĕ ку.

– Пайăк ватăлса пыни сисĕнет-и? – ыйту патăм хайхискере.

– Çапла, вăйпиттисем ялта сахал, пуррисем те ют облаçсене ĕçлеме çÿреççĕ, юлнисем пурте тенĕ пекех ватă çынсем, – ăнлантарчĕ мана.

Ф.Максимов ял хушшинче асфальт пурришĕн чунтан хĕпĕртет. Ăнланма пулать: йĕпе-сапара яла техникăпа та, çуран та чăрмавсăр кĕрсе тухатăн халĕ. Тепĕр ырлăх вăл – пÿрте газ кĕртни. Çутçанталăк газĕпе усă кураççĕ те, вутă татса нушаланмаççĕ. Çитмĕле çитнĕ арçынпа пĕр вăхăт самаях сăмахларăмăр, тĕрлĕ ыйту хускатрăмăр. Федор Максимов кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле пурăнать. Мăшăрĕпе ултă ача пăхса çитĕнтернĕ, анчах та юратнă çынни тăруках пурнăçран уйрăлса кайнă. Хăй вăл колхозра трактористра нумай çул ĕçленĕ.

– Ял пушанса пыни пăшăрхантарать мана. Туй такмакĕсене пĕлтĕр илтесси пулмарĕ. Çамрăксем çемье çавăрмасан, ача-пăча çуратмасан ял ниепле те çĕнелсе пысăкланма пултараймасть, – салхулланчĕ ватă çын. Ун шухăшĕпе, 25 киллĕ ялăн пĕтмелле мар. Паянхи кун 5-ĕн шкула çÿреççĕ. Пайăкра клуб та, лавкка та çук. Вăй-хал пуррисем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çапла майпа пурнăçа саплаштарса-майлаштарса пыраççĕ. Пенсионерсем те пит аптрасах каймаççĕ, патшалăх уйăхсерен тивĕçтерекен укçа-тенкĕпе тĕрлĕ тавар туянаççĕ, хулара тĕпленнĕ ачисене те пулăшаççĕ. Яла автолавкка час-часах килет. Апат-çимĕç продукчĕсене çителĕклех туянаççĕ ватăсем. Пĕчĕк ялта ватти те, çамрăкки те пĕр-пĕрне лайăх пĕлет, çавăнпа пулăшу пама та хирĕç мар. Пайăкра кăнтăр кунĕнче эрех ĕçсе çапкаланса çÿрекенсене кураймастăн. Урамра çын утнине те сайра-хутра çеç асăрхама пулать. Шăв-шав çукки вара лăпкăлăха кĕртсе ÿкерет.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика