16 января 2016 г.
Кăçалхи çулла Казахстан Республикинчи Алма-Ата хулинче çуралса ÿснĕ Оксана Халиуллинапа (хĕр чухнехи хушамачĕ Ефимова) курнăçса калаçма тÿр килчĕ. Çакă паллă пулчĕ: унăн ашшĕ Александр Ефимов Çĕньялта çуралса ÿснĕ, Калининăри вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Ленинградри медицина академийĕнчен вĕренсе тухнă. Анчах çар службинче чылай вăхăт тăма май килмен. Ун хыççăн пурнăç çулĕ ăна Казахстана, ун чухнехи тĕп хулине Алма-Атана, илсе çитернĕ. Пульницăра врачра, уйрăм ертÿçинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухать. Çав хуларах пулас машăрĕпе паллашса çемье çавăрать, хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Халь вĕсен пилĕк мăнук.
Ефимовсем педагогикăна суйланă. Оксана та педагог. Унăн амăшĕ Татьяна Ефимова Казахстанри пĕр шкулта пултаруллă педагог пулнă. Асламăшĕ Александра Быстрицкая тата аслашшĕ Петр Ефимов ĕмĕрĕпех Калининăри вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ.
Оксана Халиуллина пирĕнтен аякра пурăнать пулин те, май килнĕ чух Чăваш çĕршывне – Ефимовсен ăрăвне пуçарса яракансен çĕрне çитсе курма тăрăшать. Кăçал та, отпуск вăхăчĕпе усă курса, шкулта вĕренекен ывăлĕпе Артурпа Санкт-Петербурга, унтан вара ятарласа Чăваш ене çитнĕ, тăванĕсемпе тĕл пулса калаçнă.
– Эпĕ кунта чĕререн савăнтăм. Ялсем те, Шупашкар та çулсерен илемленсех пыраççĕ. Халăх пуянланни те палăрать, – тет Оксана Александровна.
Вениамин ИВАНОВ.