13 января 2016 г.
Январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре чылай сферăна çĕнĕлĕхсем кĕчĕç.
Маларах – эппин, сахалрах
Çул-йĕр правилисене пăсакансене штраф тÿлеттерес тĕлĕшпе çемçетÿ кĕртнĕ. Енчен те водитель парăма йышăну кăларнăранпа 20 кунран кая мар хывать-тĕк, унăн çур суммăна кăна тÿлеме тивет. Анчах руль умне ÿсĕрле ларакансем, светофорăн хĕрлĕ çути çине иккĕмĕш хут кĕрсе каякансем, çул-йĕр инкекĕнче çыннăн сывлăхне çăмăл е вăтам сиен кÿрекенсем ку çăмăллăхпа усă кураймаççĕ.
Кăçалтан машина валли «хитре» номере уççăн илме май пур, анчах аукцион урлă.
Инвалидсене майлă
2016 çултан инвалидлăх парас йĕркене çĕнетнĕ. Халĕ сусăрлăх ушкăнне тата «инвалид ача» категорине палăртнă чухне «пурнăç-ĕç-хĕл çитменлĕхĕ» критерипе усă курмĕç, анчах та вăл çын инвалид пулнине ĕнентернĕ тата реабилитаци программине йышăннă чухне сыхланса юлать.
Улшăнусенче инвалидсене меллĕ хутлăх туса парассине пысăк тимлĕх уйăрнă, кăçалтан культура, медицина организацийĕсене, транспорт, çыхăну объекчĕсене, суйлав участокĕсене кĕрсе тухма майсем туса памалла. Вăл шутра – нумай хваттерлĕ çуртсенче те.
Инвалид ача ÿстерекенсем вĕсене социаллă адаптаципе, реабилитаци программипе таварсем туянма амăшĕн капиталĕн укçипе усă курма пултараççĕ. Çавăн пекех саккунпа халĕ сусăр тесе çынна ĕçе илмесĕр тăма ирĕк çук.
Шалу, пенси тата компенсаци
2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар вăй хунă ĕçлемен граждансен пенсийĕ пуçласа ÿснĕ. Ватлăхпа тата инвалидлăхпа паракан страхлакан пенсин палăртнă тÿлевĕ яллă вырăнта пурăннă пĕтĕм тапхăршăн 25 процент ÿсет. Анчах та ялтан урăх вырăна куçнă çынсем тÿлеве тивĕçмеççĕ.
Унсăр пуçне, Раççей çыннисен ĕç тÿлевĕн чи пĕчĕк виçи 4 процент пысăкланнă – 6 пин те 204 тенкĕпе танлашать.
Бизнеса – парне
Январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ саккун тăрăх кĕçĕн бизнес организацийĕсенче планланă тĕрĕслевсем ирттерме чарнă.
Кăçалтан пуçлакан предпринимательсен-налук çăмăллăхçисен переченĕ анлăланнă. Халĕ атă-пушмак тата тумтир çĕлекенсене, сĕтел-пукан ăсталакансене, çурт-йĕр тата ытти хуралтăсене юсакансене налукран хăтараççĕ. Çавăн пекех çăмăллăхçăсен ушкăнне фотоателье, ландшафт дизайнĕн, куçаруçăн тивĕçтерĕвĕсем те кĕреççĕ.
Хурат та – манса кай
Халĕ гражданин ыйтса çырнипе поисковиксем тĕрĕс мар информациллĕ ссылкăсене хуратма тивĕç. Анчах та ку норма уголовлă ĕçсемпе çыхăннă, вăл е ку преступлени тĕлĕшпе суд палăртнă айăплав вăхăчĕ вĕçленмен информацисене пырса тивмест.
Патшалăх служащийĕсем
Кăçалтан Раççейре патшалăх служащийĕсен йышне 10 процент чакарма йышăннă. Анчах ытти 90 процентне те «экономика маневрĕ» пырса тивет. Çĕнĕ йышăнупа федераллă влаç органĕсен ертÿçисен ĕç валли 2,5 млн тенкĕрен хаклăрах тата 200 лаша вăйĕнчен хăватлăрах автомобиль туянма ирĕк çук, федераллă патшалăх органĕсен подразделенисен пуçлăхĕсен – 1,5 млн тенкĕрен хаклăраххине. Çавăн пекех патшалăх служащийĕсен телефонĕсем 15 пин тенкĕрен хаклă пулмалла мар.
ЖКХ парăмĕсемшĕн – штраф
Çĕнĕ çултан коммуналлă тÿлевсемшĕн пени икĕ хут ÿсет. Виççĕмĕш кунран ăна рефинансированин 1/300 ставки чухлĕ шутласа параççĕ, 91-мĕш кунран пени 1/130 ставка таран ÿсет. Январĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Тĕп банкĕ пĕрлĕхлĕ ставка çирĕплетнĕ, çавна май пени виçине 11 процентран шутласа парĕç. Анчах та управляющи компанийĕ те штрафсем тÿлеме пултарать: тĕрĕс мар тÿлевсем палăртнăшăн, тивĕçтерÿсене пахалăхлă пурнăçламаншăн.
Çавăн пекех 2016 çултан хăватлă мар алкоголь, табак изделийĕсен, автомобиль тата бензин акцизĕсен ставкисем пысăкланаççĕ. Çынсем турагентство урлă Крымра, Карелире тата Камчаткăра каннăшăн укçана тавăрма пултараççĕ, анчах путевка хакĕ 50 пин тенкĕрен хаклă пулмалла мар. Хваттер-çурта туяннăранпа пилĕк çултан маларах сутма шутларăр-тăк, килĕшÿ хакĕнчен налук тÿлеме тивĕ.