13 января 2016 г.
Ĕнер прокуратура ĕçченĕсем хăйсен профессилле уявне паллă турĕç. Халăхра «патшалăх куçĕ» ят илнĕ служба паян нумай çыншăн чăнлăха çиеле кăларакан, хăйсен прависене хÿтĕлекен служба пулса тăрать
Раççей Прокуратурин ĕçченĕн кунĕ умĕн пирĕн корреспондент район прокурорĕпе, юстицин аслă советникĕпе Ильфак Мифтахутдиновпа курса калаçрĕ.
– Ильфак Гарефетдинович, 2015 çул мĕнле иртрĕ, прокуратура ĕçченĕсем професси уявне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ?
– Иртнĕ çул прокуратура коллективĕ нумай ĕç пурнăçларĕ. Саккуна пăснă 1170 тĕслĕхе тупса палăртнă, 277 представлени çырнă, вĕсем тăрăх должноçри 200-е яхăн çынна дисциплина яваплăхне тыттарнă, саккунсăр 160 право акчĕсене пурне те тивĕçтернĕ. Граждансен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе суда 139 тавăç тăратнă. Прокурор тĕрĕслевĕ тĕлĕшпе уголовлă икĕ ĕç тăратнă. Уголовлă ĕçĕн судченхи тапхăрĕнче саккуна пăснă 523 тĕслĕхе палăртнă, вĕсем тĕлĕшпе ултă представлени çырнă, должноçри 12 çын çине дисциплина яваплăхĕ хунă.
Пĕлтĕр прокуратура ĕçченĕсем хутшăннипе судра 200 ытла уголовлă ĕç пăхса тухнă. Çынсенчен хăйсен прависене пăсни çинчен 331 çăхавпа заявлени йышăннă. Прокурор йышăнăвне 181 çын килнĕ. Ыйтусене пăхса тухнă май вĕсенчен 59-шĕ тĕрĕс пулнине палăртса тивĕçтернĕ.
Районта саккунлăха çирĕплетес ĕç чи малтанах прокуратура ĕçченĕсем пĕтĕм чунтан тăрăшнипе пулса пырать. Пирĕн коллектив – çамрăклăхпа опыт пĕрлешĕвĕ. Кадрсен улшăнăвĕ пулса пырать пулин те, тĕп шăнăрĕ улшăнман. Елена Дмитриева, Алексей Владимиров заместительсем, Лариса Спиридонова пулăшуçă – ăста профессионалсем. Елена Бородина аслă пулăшуçă питĕ пахалăхлă ĕçлет. Дмитрий Михайлов çамрăкăн малашлăхĕ пысăк. Пĕрлехи ĕçе канцеляри ĕçченĕ Наталия Филиппова тата Валерий Григорьев водитель сумлă тÿпе хываççĕ.
– Мĕнле ĕçсене ытларах тимлĕх уйăрать-ха прокуратура коллективĕ?
– Иртнĕ çул эпир граждансен ĕç прависене хÿтĕлессине пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче федераллă саккуна пăхăннине куçран вĕçертместпĕр. Çавăн пекех патшалăх тата муниципаллă нуша валли тавар туянас, ĕçсем пурнăçлас тата тивĕçтерÿсем парас тĕлĕшпе заказсем вырнаçтарнине те, муниципаллă харпăрлăхпа усă курнине те, оперативлă шырав ĕç-хĕлне пурнăçланине те тĕрĕслесе тăратпăр.
– Паян коррупци çинчен нумай калаçаççĕ, ку сферăна прокуратура мĕнлерех тĕрĕслет-ши?
– Пĕлтĕр ку енĕпе эпир ĕçе вăйлатрăмăр, коррупцилле 77 тĕслĕхе, муниципаллă служба çинчен калакан саккуна пăснă 19, муниципаллă пурлăхпа усă курас саккуна пăснă 7, бюджет саккунне пăснă 27 тĕслĕхе тупса палăртрăмăр. Вĕсем тăрăх 43 протест пулчĕ, 66 представлени кăларнă, административлă правăна пăсни çинчен икĕ ĕç пуçарнă, суда ултă тавăç тăратнă, вĕсене суд тивĕçтернĕ.
Заказсем вырнаçтарас сферăра прокуратура ĕçченĕсем коррупцилле тăватă ĕçе палăртнă. Сăмахран, Вăрнарти 145 вырăнлăх ача сачĕн строительстви тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттертĕмĕр, муниципаллă контракт срокĕсене пăснине палăртрăмăр. Анчах та «Аридаль» общество пурнăçлав ĕçĕсене тăватă уйăха тăсса янă пулин те район администрацийĕн строительство пайĕ нимĕнле мера та йышăнман. «Коррупцие хирĕç тăрасси çинчен» саккуна пăснă тĕслĕхсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени тăратнă, вĕсене сирсе янă, строительство пайĕн пуçлăхне дисциплина яваплăхĕ тыттарнă.
2015 çулта коррупцилле преступленисемпе уголовлă ултă ĕç пуçарнă, виççĕшне суда ярса панă, икĕ ĕçе амнисти акчĕпе чарса лартнă. Вăрнар район сучĕ «Уютный дом» ТСЖ-н унчченхи председательне Н.Щемерована ирĕклĕх правине чакармасăр çулталăк та 10 уйăхлăх ирĕкрен хăтарнă, 6 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ, тĕрĕслев вăхăтне çулталăклăх палăртнă. Следстви вăхăтĕнче айăплавçă 152016 тенке хăй ирĕкĕпе тавăрнă. ЧР Аслă сучĕ ун тĕлĕшпе айăплав вăхăтне 1 çул та 8 уйăх таран чакарнă, приговорăн ытти пайне çавăн пекех хăварнă.
Вăрнар район сучĕ çавăн пекех И.Шашкована условнăй майпа çулталăк та ултă уйăхлăх ирĕксĕр хăварнă, тĕрĕслев вăхăчĕ – 1 çул.
В.Иванова район сучĕ 300 пин тенкĕ штраф тÿлеттерме йышăннă. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлĕшпе çирĕплетнĕ амнисти тăрăх ăна айăплавран хăтарнă.
– Прокуратура органĕн ĕçĕ-хĕлĕнче йывăрлăхсем пулаççĕ-и?
– Паллах, йывăрлăхсем яланах, пур çĕрте те пур. Анчах та эпир вĕсене йăлтах саккуна пăхăнса тата оперативлă татса паратпăр.
– Влаç органĕ енчен хирĕçленĕ тĕслĕхсем пулаççĕ-и?
– Пулман. Эпир мĕнпур влаç органĕпе конструктивлă, пĕрлешсе ĕçлетпĕр.
– Прокуратура малтанхи тĕпчев процесне хутшăнать-и?
– Полици пайне преступлени çинчен хыпар килнинчен пуçласах. Эпир уголовлă ĕçе пуçарнин е пуçарманнин саккунлăхне çирĕп тĕрĕслетпĕр. Пĕлтĕр акă уголовлă ĕçе пуçарма хирĕçленĕ 448 постановление пăрахăçланă, кунашкал 18 материал тăрăх прокурор пуçарăвĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Уголовлă ĕçе суда ярса парассине шăпах прокурор йышăнать. Малтанхи тĕпчев çителĕксĕртерех пулнипе тăхăр айăплав ĕçне çирĕплетмен, çавăнпа вĕсене малалла тишкерме тавăрнă.
– Уяв патне таврăнар-ха. Хăвăр ăна мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетĕр?
– Коллектив саккунлăхшăн чунтан тăрăшни савăнтарать. Паян эпĕ хамăн ĕçтешсене Раççей прокуратурине йĕркеленĕренпе 294 çул çитнипе саламлатăп, ĕçре ăнăçу сунатăп. Ветерансене те манар мар. Николай Афанасьевич Афанасьев, Василий Алексеевич Алексеев, Леонид Павлович Павлов ĕмĕрĕпе ку тытăмра ĕçленĕ, вĕсем пире валли пуян опыт хăварнă.