13 января 2016 г.
Маншăн иртнĕ çул икĕ юбилейпе асра юлчĕ. Район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 85 çул çитрĕ, унăн ĕçĕ-хĕлне кÿлĕннĕренпе çур ĕмĕр çитнине паллă турăм. Асра юлмалли кунсем пĕлтĕр татах пулчĕç. Пичет ĕçĕнче нумай çул вăй хунăшăн, чăваш журналистикине аталантарнă çĕрте ырă йĕр хăварнăшăн район хаçачĕн редакцийĕ çирĕплетнĕ Анатолий Емельянов премийĕн лауреачĕн ятне илме тивĕç пултăм. Кунпа пĕрлех чÿк уйăхĕнче 80 çул тултартăм. Сумлă юбилее халалласа панă Хисеп хучĕ çырас ăсталăха малашне те ÿстерсе пыма хистерĕ.
Хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ пулнă май, районта паянхи пурнăç таппипе çирĕппĕн утакан хуçалăхсем çинчен «Çĕнтерÿ çулĕнче» статьясем тăтăшах çырса тăратăп. Çынсене çĕнĕ пурнăç майлă утма вĕрентекен ертÿçĕсем пирки çырнă тĕрленчĕксем хаçат страницисенче сахал мар пичетленеççĕ. Ун пеккисен шутне Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçине Валерий Филиппович Шумилова кĕртесшĕн. Экономика темипе пичетленнĕ «Шанчăклă ертÿçĕ» статьяра унăн ертсе пырас ăсталăхне, пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ сăнарласа панăччĕ.
Хресчене ырлăх-пурлăх параканĕ вăл – çĕр. Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсенче унпа кирлĕ пек усă кураймаççĕ. Çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе çитереймен ял хуçалăхĕсем те пур. Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Петр Самаров иртнĕ çулта усă курман çĕрсене арендăна илсе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ячĕ. Çĕнĕ пуçару малашне анлă сарăлса пытăрччĕ, ял çынни çĕрпе туллинрех усă куртăрччĕ.
Çулçÿреве тухсан мана тĕрлĕ ыйтусем кăсăклантараççĕ. Ял çыннине çемье, çурт-йĕр, çул-йĕр, хатĕр продукцие çийĕнчех вырнаçтарса тупăш илес ыйтусем ытларах хумхантараççĕ. Культура, сывлăх, вĕрентÿ, суту-илÿ, экологи, спорт ыйтăвĕсене те аякра тăратса хăварасшăн мар вĕсем. Çитменлĕхсем çинчен нумайрах çырма ыйтаççĕ.
Вăрнар тăрăхĕ ĕçчен те паллă çынсемпе, çĕнĕ пулăмсемпе пуян. Вĕсем пирки те малашне статьясем тăтăшах çырса тăрăп, ял çыннисене хумхантаракан ыйтусене çĕклеме тăрăшăп.
Чăваш ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Указĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă. Журналист тивĕçĕ вăл – çын ĕçне тивĕçлипе хакласси, ят-сумне çĕклесси, лайăххине вулакан патне çитересси, çĕннине анлă çул пама пулăшса тăрасси. Статья вăл пысăк-и е пĕчĕк – пурпĕрех – вулакана тыткăнлатăр, шухăша ятăр, усă патăр, пиçсе çитнĕ çăкăр евĕр техĕмлĕ пултăр.
Çак уйăхра Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă тăватпăр. Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ журналистсен, ялсенчи корреспондентсен тата хаçат тусĕсен ырă енĕсемпе пархатарлă ĕçĕсене аса илмелли сахал мар. ,çтешĕмĕрсене Çĕнĕ çул ячĕпе ырлăх-сывлăх сунас килет. Ăнăçу сире, хаклă тусăмăрсем!
...Вăхăт шăвать те шăвать, пуçра тем тĕрлĕ шухăш çаврăнать. Пÿлĕмри шăплăхра ывăнма пĕлмесĕр ĕçлекен сехет сасси çеç илтĕнсе тăрать: тик-так, тик-так! Тĕл-тĕл пăрланса ларнă кантăкран кăвак шуçăм пÿлĕме сăрхăнса кĕме пуçларĕ. Пехил сана, Çĕнĕ çулăн çĕнĕ ирĕ!
В.МОСКВИН,
СССР Журналистсен союзĕн членĕ,
А.Емельянов ячĕллĕ преми лауреачĕ.