13 января 2016 г.
Тăванĕсемпе çураçса йăлана кĕртнĕ тăрăх, çуралнă кунне Леонид Никифорович Çĕнĕ çул уявĕпе пĕрле паллă тăвать. Мăшăрĕпе – Елизавета Васильевнăпа хальхинче хĕрĕпе кĕрÿшĕ патĕнче Шупашкарта пулчĕç. Хĕрĕ, Ирина Леонидовна, врач-педиатр, хулари 3-мĕш ача-пăча больницин центрне ертсе пырать. Кĕрÿшĕ, Сергей Александрович, электроникăпа маçтăрланнă – ăста программист.
– Чăваш ен Пуçлăхĕ ку çулталăка ,ç çыннин çулталăкĕ туса хумашкăн ятарласа Указ кăларчĕ, – терĕ ваттисен йĕркипе кĕрекере хуçаланнă Леонид, – сире, ачамсем, аçăр-аннĕре манманшăн, хăвăр чунтанах кăмăлланă ĕçĕрте çĕнĕ çитĕнÿсем тума пултарнăшăн саламлатăп! Çĕршыва, пĕтĕм пурнăçа пархатарлă ĕç тытса тăрать. Эппин, тухăçлă ÿсĕмсемшĕн пĕрле тăрăшар.
Абашевсенчен аслăраххи, эп пĕлекенни, – Владимир Никифорович. Унпа иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче вăл чăваш писателĕсен «Тăван Атăл» журналĕнче редакторта ларнă хушăра тата Писательсен союзĕн правленине кĕрсе çÿренĕ вăхăтра тĕл пулкаланă. Хăй те пĕр 30–35 çулхискер, çамрăксене шутсăр хапăллатчĕ, ăшшăн, вашаватлăн сăмахлатчĕ. Йăпатса калаçнине те асăрханă. Писательсем ун чухне пуçласа çыракансемпе тăван пиччĕшсемпе пĕрех çывăхланса хытă ĕçленĕ. «Чăвашри пек йышлă сăвăç çук та пулĕ тĕнчере!» тенĕччĕ Петĕр Хусанкай.
В.Н.Абашев И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх институтне питĕ паха паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. 1965 çулта филологи наукисен кандидачĕ, доцент. Пединститутра вырăс литературин кафедрине ертсе пынă, филологи факультечĕн деканĕ пулнă. Чăваш, вырăс, тĕнче литературисене тĕпченĕ. Чăваш патшалăх университетĕнче ют çĕршыв литературин курсĕсемпе лекцисем вуланă, кунта филологи факультетне йĕркелесе ярассишĕн хытă тăрăшнă. 1980 çултанпа Мускавра: Литература институтĕнче илемлĕ литература куçарăвĕн кафедрин доценчĕ. Наукăри паллăрах ĕçĕсем: «Чăваш лира-эпика поэзийĕн аталанăвĕ» (Мускав – 1964) тата «Чăваш поэми» (Шупашкар – 1964). Кун-çулĕн юлашки тапхăрĕнче журналистикăра нумай ĕçлерĕ. 80 çул пурăнчĕ.
Тимĕр-Владимир шăллĕне, Леонида, унăн мăшăрне Елизавета Васильевнăна 30–40 çул пĕлетĕп. Иккĕшĕ те, калашле – мухтавлă ĕç паттăрĕсем, Вăрнарти хими завочĕн (халь «Август» Фирма филиалĕ) Хисеплĕ ветеранĕсем.
Леонид Никифорович Вăрнарти вăтам шкулта вĕреннĕ, Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ – инженер-механик. Предприятири ĕçĕ-хĕлĕшĕн, рационализаторла сĕнĕвĕсемшĕн, спортри çитĕнĕвĕсемшĕн ăна нумай хутчен тĕрлĕ наградăсемпе чысланă. Общество ĕçне хастар хутшăнать, ватăлма пĕлмест. Вăрнар хула Пухăвĕн депутачĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне пулăшаканĕ пулчĕ. Районти халăх хорĕн, ветерансен хорĕн, халăх театрĕн çулленхи хастарĕ. Тÿнтерле «смутăра» та гражданла позицине сулахая-сылтăма тем тĕрлĕ пăркаланса ылмаштарман.
Елизавета Васильевна Вăрнарти вăтам шкул хыççăн Мускав облаçĕнчи Щелкинăри хими технологийĕн техникумне пĕтернĕ. Шкул çулĕсенчех ял хуçалăхĕн Пĕтĕм Союзри выставкин медальне тивĕçлĕ пулнă. Хими заводĕнче нумай çул пĕр улшăнмасăр смена мастерĕнче тăрăшнă. Тăххăрмĕш, вуннăмĕш пилĕкçуллăхсен ударникĕ, Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртăвăн дипломлă Хисеплĕ Çĕнтерÿçи. Агрохим Отличникĕ. Ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамотисемпе, заводăн Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Поселок канашĕн хастар депутачĕ шутланнă. Спортри çитĕнĕвĕсем сахал мар. Халĕ те халăх уявĕсенчи мероприятисене ялан хутшăнать.
Абашевсен династийĕнчен пĕр предприятире вăй хунисем: Никифор Андреевич – асли, çемье пуçĕ, вăрçăра вилнĕ; Дарья Наумовна – Никифор мăшăрĕ, заводри стажĕ 15 çул; Гликерия Никифоровна – Леонид аппăшĕ, фасовщица, заводри стажĕ 34 çул; Елена Никифоровна Андреева – Леонид йăмăкĕ, стажĕ 27 çул; Александр Леонидович – Леонид ывăлĕ, 5-мĕш цехри рабочи, Афганистанри вăрçă участникĕ, «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ; Юрий Андреев – Леонид йăмăкĕн мăшăрĕ, стажĕ 30 çула яхăн; Жанна Геннадьевна Абашева – цехри оператор, стажĕ 23 çул.
Ĕç çыннин çулталăкĕ терĕмĕр, апла, эп ăнланнă тăрăх, пурнăç çыннисем (чăвашсен ăслă сăмахĕ) – харпăрхăй аллипе-ăслайĕпе ырлăх-пурлăх тăвакан çынсем пирки сăмах пырать. Аталану символĕ, тем калăр та, пурпĕрех – Çурлапа Мăлатук, эппин, челноксен йышĕпе çырлахмасăр, çăкăр тăвакан хресчене те, трактор тăвакан рабочие те çул тупса парасчĕ (сăмах май: çурли ĕнтĕ тÿнтерле шăллани те юлмарĕ, тата – Вăрнар çĕрĕ çинчех пилĕк пин трактор кĕрлетчĕ, халь вара пирĕн Мăн Явăш ачисем лаша та, трактор та курмасăр ÿсеççĕ).
Кам хăйĕн йăхĕпе ратни тымарне упраса хисеплесшĕн, вăл нихăçан та манаймĕ: çурлапа мăлатук ĕçхалăх çĕршывĕн гербне илемлетнĕ, вăл ĕнтĕ хĕрĕх çул Уйăхпа Марс çинче мăнаçланса пурăнать. Çурлапа мăлатука – тăшманĕсем тем тери мекĕрленсен те! – тĕнчене фашизмран çăлнă Çĕнтерÿ Ялавĕ çинчен хăйпăтаймарĕç.
Социализмла ăмăртăва капитализмла конкуренци ылмаштарчĕ. Укçашăн антăхасси, пĕр-пĕрне путарасси мала тухрĕ. Анчах çĕршыва малашне те Абашев йышшисем – чăн патриотсем питĕ кирлĕ. Унсăрăн патшалăх тытăнса тăраймасть. Район тĕпелне, чи малти-çÿлти вырăна, Пурнăç çынни тухма тивĕçлĕ. Абашевсене, вĕсем Леонидăн çуралнă кунне паллă тунă май, чунтанах çак Тĕпел кукринче саламлас килет.
М.ВАСИЛЬЕВ,
СССР (РФ) Пичечĕн отличникĕ, СССР (РФ) ГО (МЧС) отличникĕ.