13 января 2016 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе кăçалхи çул валли Сывлăх тата спорт кунĕсене çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн çынсем республикăри мĕнпур спорт объектне февралĕн 20-мĕшĕнче, мартăн 19-мĕшĕнче, апрелĕн 23-мĕшĕнче, май уйăхĕн 21-мĕшĕнче, июнĕн 18-мĕшĕнче, июлĕн 16-мĕшĕнче, августăн 13-мĕшĕнче, сентябрĕн 24-мĕшĕнче, октябрĕн 22-мĕшĕнче, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, декабрĕн 10-мĕшĕнче тÿлевсĕр кĕме пултарĕç.
Январĕн 9-мĕшĕнче районта иртнĕ сывлăхпа спорт кунне Пăр катокне çын йышлă пухăнчĕ, йĕлтĕр йĕрĕсем çинче те спорт тусĕсене чылай курма тÿр килчĕ.