Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сутас тенĕ те – укçасăр юлнă

13 января 2016 г.

Çĕнĕ çул каникулĕ камшăн савăнăç-çитĕнÿпе асра юлнă, районти 27-ри пĕр çамрăкшăн вара – банк карттинчен укçа çухалнипе.

Каччă январь пуçламăшĕнче интернетри сайтра автомобильне сутасси пирки пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Январĕн 5-мĕшĕнче ун патне пĕр арçын шăнкăравласа укçан пĕр пайне картта çине куçарма пулнă. Çамрăк хăйĕн банк карттин реквизичĕсене пĕлтернĕ хыççăн нумай та вăхăт иртмен – счечĕ çинчи 3 пин тенкине хывни çинчен смс-пĕлтерÿ килнĕ.

Интернет-мушенниксен ултавне лекес мар тесен полици ĕçченĕсем çынсене асăрхануллă пулма, банк карттин реквизичĕсене вăрттăнлăхра тытма ыйтаççĕ.

Январĕн 1–10-мĕшĕсенче полицин «Вурнарский» пайне çынсенчен 169 заявленипе пĕлтерÿ килнĕ. Ку тапхăрта виçĕ преступлени çырăннă: асăннă мушенникла ĕçсĕр пуçне пĕр йывăр преступлени тата вăрланă пĕр тĕслĕх.

Уявсем вăхăтĕнче пĕтĕмпе ултă çын пурнăçран уйрăлнă. Ярмушкапа Мăн Элмен ялĕсем хушшинче шăнса вилнĕ арçын ÿтне тупнă.

Район больницине 61 аслă çынна тата 17 ачана госпитализациленĕ. Ултă çынна алкогольпе наркăмăшланнипе, ултă çынна тĕрлĕ сурансемпе илсе çитернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика