26 декабря 2015 г.
Кун пирки Раççей Президенчĕ Мускавра Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче чĕнсе каланă.
Çĕршыври пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне лайăхлатас енĕпе ирттернĕ канашлăва Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Лару пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тăван республикăра вĕрентĕвĕн эффективлăхне ÿстерессипе тивĕçлĕ тытăм туса хунине палăртнă.
– Пирĕн технологисен çиçĕмле аталану тенденцине, çĕнĕ технологи йăлисем патне куçассине шута хумалла. Шкулăн пурнăç таппипе пымалла, хăш тĕлте вара – иртсе те каймалла. Ачасене пурнăç ылмашăвне кура аталантармалла. Анчах çав вăхăтрах воспитани пирки манмалла мар. Çĕнĕ ăрăва тĕн, культура хаклăхĕсене, историе, вырăс чĕлхине, литературăна, халăхсен чĕлхине хисеплеме, упрама вĕрентмелле. Çакăнта çĕршывăн вăйĕ, – тенĕ вăл.
Калас пулать, çитĕнÿсем пур. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Чăваш ен Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисенче çĕнсе илнĕ дипломсем шучĕпе Раççей регионĕсен рейтингĕнче 6-мĕш вырăн йышăннăччĕ.
Чăваш ен шкулĕсем çулсерен Раççейри чи лайăх шкулсен йышне кĕреççĕ. Вăл шутра Вăрнар шкулĕсем те пур. Поселокри 2-мĕш шкул унта икĕ хутчен лекрĕ. Кăçал ку йыша çавăн пекех 1-мĕш шкул та кĕчĕ.