26 декабря 2015 г.
Çĕнĕ çул умĕн район историне çав тери чаплă, пĕлтерĕшлĕ пулăм çырăнчĕ – юнкун, декабрĕн 23-мĕшĕнче, Вăрнарта нумай вăхăт кĕтнĕ 145 вырăнлăх çĕнĕ ача сачĕ официаллă майпа уçăлчĕ.
Урам енчен çĕнĕ учрежденин капмарлăхĕпе, илемлĕхĕпе, чаплăлăхĕпе, ача-пăча площадкисем хальхи самана стилĕпе çĕкленнипе кашниех киленнĕ-тĕр. Шалта вара çак паллăсем кашни утăмрах, кĕретĕн те – хăвна асамлă ачалăх тĕнчине лекнĕн туятăн. Стенасем çинче – хаваслă ÿкерчĕксем. Вĕсене вăрнарсен пултаруллă художникĕ Вячеслав Кудряшов çырнă. Ушкăнсен пÿлĕмĕсем анлă, çутă. Санузелсем пысăк, патшалăх стандарчĕ ыйтнипе хĕрачасемпе арçын ачасем валли туалетсене уйăрнă.
Садик ыйтуллăн çĕкленнĕ тапхăрта кунта нÿрĕк, сивĕ пулĕ тесе пуплекенсем те тупăнкаларĕç. Тÿрех каламалла, çак сăмахсем халăхра çуралнă тĕрĕс мар шухăш çеç. Çуртра ăшă, кăмпăслăх палли ниçта та çук, урайсене ăшăтмалла тунă. Нихăш пÿлĕмре те сăрă шăрши кĕмест.
Ача-пăчашăн, паллах, çакă пĕлтерĕшлĕ, анчах унран та кирлĕреххи – çĕнĕ ача сачĕ чăн-чăн аталану центрĕ пулса тăни. Пĕрремĕш хаклă хăнасене – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председательне Иван Моторина, Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрне Владимир Иванова, район администрацийĕн пуçлăхне Леонид Николаева, ыттисене пултарулăх лаççин «çимĕçĕсемпе» паллаштарма та ĕлкĕрчĕç. «Наука тата çутçанталăк», «Кулинари», «/керÿ искусстви» вĕрентÿ центрĕсенче ĕç вĕреме тытăннă ĕнтĕ. Интерактивлă класс, физкультура залĕ пушă мар. Районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова «Ручеек» ача садĕнче Вăрнарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн кружокĕсен филиалĕсем ĕçлеме пуçлассине палăртрĕ.
Хĕрлĕ хăю касиччен тата садик ертÿçине Ирина Эрнотовна Львована символла уçă тыттариччен хăнасем çак чаплă пулăм йăлтах Раççей, Чăваш Республикин Правительствисем тăрăшнипе пулнине палăртрĕç. Иван Моторин Вăрнарти «Ручеек» 2011 çулта старт илнĕ «Ача сачĕсем – ачасене» федераллă проекта вĕçлекенни пулнине каларĕ. Ăна пула республикăра шкул çулĕчченхи учрежденисене черет самаях чакарнă. 20 пин ытла хушма вырăн уçнă, вĕсенчен 7 пин ытларахăшĕ – çĕнĕ ача сачĕсенче.
Леонид Николаев çĕнĕ объектра 190 – 200 ачана та йышăнма май пуррине палăртрĕ. Çакă чылай çемьене ывăл-хĕрне садике вырнаçтарас ыйтăва татма пулăшĕ.
Ку енĕпе районта сахал мар ĕç пурнăçланă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен кăна Кĕçĕн Кипекри тата Çĕрпелти шкулсем çумĕнче кĕçĕннисем валли хушма ушкăнсем уçăлнă. Маларах Кÿстÿмĕрти ача садне пысăклатма май тупнăччĕ.
Çĕнĕ çул умĕнхи чаплă парнешĕн кĕçĕннисем те парăмра юлмарĕç – пултарулăх номерĕсемпе савăнтарчĕç.
Çĕнĕ ача сачĕн çĕнĕ коллективне пултаруллă воспитательсем чăмăртаннă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри хăйсен ĕçĕпе республика таран та палăрма пултарнă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.