26 декабря 2015 г.
Чăваш Республикинчи культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Т.В.Казакова кăçалхи çул республикăра вăрçăра пуç хунисене асăнса мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен каласа кăтартрĕ.
– Кăçал Раççейре, çав шутра Чăваш енре те, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине анлă паллă турĕç. Республикăри культура министерстви уявпа çыхăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерессипе нумай ĕç пурнăçларĕ-и?
– Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине уявлани чи паллă пулăмсенчен пĕри пулса тăчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ уява хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă Указа 2013 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче кăларнăччĕ. Ун хыççăн Чăваш енри культура министерстви республикăн пĕтĕмĕшле ĕç планне хатĕрлерĕ, йĕркелÿ ушкăнĕ турĕ. Мероприятисем ирттересси те пирĕн çинех тиенчĕ.
– Культура учрежденийĕсем те çак ĕçрен аякра тăрса юлмарĕç пулĕ?
– Çапла, тĕрĕсех. Театрпа концерт учрежденийĕсем вăрçă тематикипе çыхăнтарса куракан патне çĕнĕ спектакльсем çитерчĕç. Патшалăх музейĕсем çĕнĕ курав проекчĕсене тăратрĕç. Архивсемпе библиотекăсенче паттăрлăх урокĕсем, литературăпа музыка композицийĕсем, информаци сехечĕсем, тĕлпулу каçĕсем иртрĕç. Наци библиотекинче вăрçă темипе çыхăннă документаллă фильмсем кăтартрĕç. Патшалăх архивĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 107 ветеранăн килти архиври докуменчĕсемпе тата аса илĕвĕсемпе усă курса мультимедийлă издани хатĕрлерĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ паттăрлăх акцийĕсене активлă хутшăннине те каласа хăвармалла.
– Министерство çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне панă паттăрсен палăкĕсене юсаса çĕнетес ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ-и?
– Чăваш ен культура министерстви ку енĕпе пуçару тунине пытармалли çук. Сăваплă та пархатарлă ĕçрен никам та айккинче тăрса юлмарĕ. Республикăри пур районта та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă асăну вырăнĕсемпе сооруженийĕсене, обелисксемпе мемориалсене, палăксемпе стелăсене, асăну паллисене юсаса çĕнетессипе нумай енлĕн тăрăшрĕç. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама подряд организацийĕсемпе культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем активлă хутшăнчĕç. Палăксен çывăхĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртессипе шкул ачисем, волонтерсен ушкăнĕсем, обществăлла организацисем, Тимур командисем, ял çыннисем тата ыттисем те пысăк тимлĕх кăтартрĕç.
– Татьяна Васильевна, туса ирттернĕ ĕç калăпăшне цифрăсемпе çирĕплетсе памăр-ши?
– 2015 çул тăршшĕпех мемориалсемпе асăну паллисен реестрне çĕнетессипе пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттертĕмĕр. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, республикăра 1941 – 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă 1265 мемориал объектне шута илнĕ. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнине уявланăранпа, пилĕк çул хушшинче, асăну вырăнĕсемпе сооруженисем 201 хушăннă.
Палăксене юсама кăçал 21 миллион тенкĕ янă. Цифрăсем мар, çынсем пархатарлă ĕçе хутшăнни пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен халăх дружинисем, волонтерсем, ял старостисем, полици ĕçченĕсем мемориал объекчĕсене кунĕн-çĕрĕн хуралларĕç.
– Сирĕн чун-чĕрене хускатаканни мĕн те пулин пулчĕ-и çак вăхăтра?
– Нумай стелăсемпе палăксене нимелле туса лартнă. Ялсенче халĕ те пĕр-пĕрне пулăшас йăла пăрахăçа тухманни савăнтарчĕ. Чылай çĕрте пуçарулăх кăтартакансем тупăнчĕç. Вĕсене ыттисем те хирĕç пулмарĕç, пĕрле пуçтарăнса асăну паллисемпе палăксене çĕнетрĕç. Акă Вăрнар районĕнчи Малти Кăкшăмра çĕнĕ палăк туса лартрĕç. Кунта пурăнакансене куншăн тав сăмахĕ калас килет. Ытти районсенче те историллĕ çĕнĕ объектсем çĕкленчĕç. Пархатарлă ĕç Тăван çĕршыва чунтан парăнса тăнин тĕслĕхĕ пуласси пирки пĕртте иккĕленместĕп. Министерствăна хăйсен ĕçĕсем çинчен пĕлтерсе нумай çыру килчĕ. Пире паттăрсен палăкĕсене çĕнетсе юсас ĕçе ялсенче пурăнакансем активлă хутшăнни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Маттур та ĕçчен çынсен ячĕсене асăнса тухма хаçат лаптăкĕ те çитмĕ. Эпир кашни район тата хула пуçлăхĕ ячĕпе тав çырăвĕ ярăпăр. Хастарсем çинчен хаçатсем пĕлтерсе тăрасса шанатпăр.
– Юбилей иртсе кайрĕ те, мĕн-мĕн туни манăçа тухмĕ-ши?
– Унашкал пулмĕ. Чылай районта волонтерсен отрячĕсене йĕркеленĕ. Вĕсем тĕрлĕ акцисем ирттереççĕ: палăксене тăтăшах тирпей-илем кĕртеççĕ тата сĕмсĕрсем сăтăрла ĕç тăвасран сыхлаççĕ. Çавна май çамрăксен чунĕнче хамăрăн çĕршывпа мăнаçланас туйăм çирĕпленсе пырасси иккĕлентермест.
Юрий КОРНИЛОВ калаçнă.