26 декабря 2015 г.
Леонида – Леонид Яковлевич Тянгова виçĕ çул Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕрен, ун хыççăн вăл Вăрнарта комсомол райкомĕнче пĕрремĕш секретарьте тата парти райкомĕнче пропаганда пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕрен лайăх пĕлетĕп. Умлă-хыçлă икĕ конференцире мана комсомол райкомне, бюро членне тата штатра тăман секретарьне суйланăччĕ. Райкомсенчи çивĕч ыйтусемпе тур лашапа тата ларкăчлă мотоциклпа ялсене пĕрле тухса çаврăннă. Тепĕр çирĕм-вăтăр çул хушши вăл Шупашкара куçсассăн та тĕл пулкаланă. 1986 çулхи март уйăхĕнче пирĕн район хаçатне парти обкомĕнче итлеме хатĕрлени ОК секретарĕ Л.Я.Тянгов сĕннипе пулнă-мĕн. Вăрнара ку ыйтупа малтан пичет секторĕн инструкторĕ И.И.Семенов килсе кайрĕ. «Хаçат ĕçĕ-хĕлĕн опычĕпе практикинче лайăххи мĕн пур – пĕтĕмпех кăтартма тăрăш», – терĕ Иван Иванович. «Отчетпа ун тăрăх йышăннине мĕнпур редакцисене çитеретпĕр. Эс ытларах пултарулăхпа пурлăх никĕсне пырса тивекен çивĕчрех ыйтусене хускат. Журналистсен кадрĕсене мĕнле хатĕрлемелле?.. Мĕнле семинарсем ирттермелле?..» – асăрхаттарчĕ Леонид Яковлевич.
Хамăрăн ĕçпе курнăçланасси-мухтанасси пулман пирĕн. Комсомолăн районти пĕрлешĕвне Леонид ертсе пынă чухне, 1968 çулта КПСС обкомĕн, Чăваш АССР Аслă Канашĕн, республикăри Министрсен Канашĕн тата профсоюзсен облаçри Канашĕн Хĕрлĕ Ялавне ĕмĕрлĕхе упрама вăрнарсене халалласа тыттарнин сăлтавĕ сулмаклăран килсе тухнă.
Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта 1992 çулта вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхне йĕркелени – Л.Я.Тянговăн пуçарăвĕ. Ку ыйтупа вăл хăйсен вăхăтĕнче района ертсе пынă А.В.Емельяновпа, В.Д.Даниловпа, П.П.Узюковпа, Л.И.Воробьевпа, çывăх тантăшĕсемпе канашланă. Вăрнара та килсе çÿрерĕ, вĕренĕвĕн аслă пусăмри учрежденийĕсемпе, пултарулăх коллективĕсемпе çыхăнусем йĕркелерĕ. «Туслăх» ĕнтĕ 23-мĕш çул пурăнать, республикăри обществăлла организаци шучĕпе ăна юстици министерствинче регистрациленĕ. Рете çуллен çĕнĕ çынсене йышăнаççĕ. Унăн паянхи пуçлăхĕ Кайри Тукай ачи, Вăрнар енĕн пултаруллă ывăлĕ Андрей Дмитриевич Васильев-Суварин.
Леонид Кушикре çуралнă. Пурнăç тути-масине ачаран астивнĕ. Вăрçăра вилнĕ ашшĕне астумасть. Амăшĕ пĕрмай чирлекелетчĕ. Пиччĕшĕпе аппăшĕсем малалла Леонид чухлех вĕренеймерĕç. Пирĕн ăрăва пĕчĕкрен хамăрăн ал-ура тăрантарнă. Леня-конюх çуллахи вăхăтра, 5–6-мĕш классенче вĕреннĕ çулсенче, колхоз лашисене пăхрĕ, 7–9-мĕш классенче чухне бригадирта çÿрерĕ. Карл Маркс ячĕпе хисепленекен колхозра сад ĕрчетрĕ, Упнерти клуб ĕçĕ-хĕлĕпе кÿлĕнсе яш-кĕрĕме хăй тавра хастарланса пуçтарчĕ, çавна пула ăна кĕçех «Знамя» колхозри комсомол организацин секретарьне суйларĕç. Çарти служби хыççăн ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе агрономра ĕçлерĕ. КПСС Вăрнар райкомĕнчен ВЛКСМ обкомĕн иккĕмĕш секретарьне илсе кайрĕç. Унтан вара, Мускавра партин аслă шкулне пĕтернĕ хыççăн, пилĕк çул ВЛКСМ обкомĕнче пĕрремĕшĕ, каярахпа КПСС обкомĕнче культура пайĕн заведующийĕ пулчĕ.
Л.Я.Тянгов – вĕрентĕвĕн республикăри тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Юлашки çулĕсем Шупашкарти институтсемпе çыхăннă: ял хуçалăх институтĕнче аслă преподаватель, философипе истори тата право кафедрин доценчĕ* коопераци институтĕнче философипе политологи кафедрин доценчĕ, проректор.
Леонид Яковлевич ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн членĕ, комсомолăн XV, XVII, XVIII съезчĕсен делегачĕ пулнă. Вăл комсомолăн чи аслă наградине – Хисеп Паллине тивĕçнĕ. Ăна «Хисеп палли» орденпа, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Виçĕ хутчен Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланнă. Шкулта чухне сăвăсем шăрçалатчĕ, комсомол темипе çырма юрататчĕ. «Туслăх» ентешлĕхĕн гимнне ун сăввипе кĕвĕленĕ. Хаçатсем валли вăл пĕтĕмпех, яланах хăй аллипе çырнă, хаçатçăсем докладсенчен суйласа илнипе çырлахман. Наука пĕлтерĕшĕпе çитмĕл ытла статья пичетлерĕ (çав шутра Венгри, Болгари журналĕсенче тухнисем пур).
Леонид çын хутне кĕрсе пулăшма хатĕр юлташчĕ. 2004 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче янă çыруран: «Савăнтартăн та, хурлантартăн та «Ялавра» кăçалхи кăрлач уйăхĕнчи номерте тухнă сăввусене вуласан. «Илепер тăпри умĕнче» вирлĕ çÿçентерсе пăрахрĕ. Ентешсене питĕ хисеплесе асилнĕ. Журналсем сана çуллен пичетлеççĕ, пуçтарса кĕнекеле-ха – эп пулăшмашкăн хапăл. Валерий Кошкин сăввусене пăхмасăр пĕлет, кĕç телефонпа шăнкăравласа вуласа парать. Вăйлă интеллектуал. Витĕмлĕ çырать. Унăн кĕнекисене те курасчĕ. Ывăлĕ пирĕн институтра вĕренет те, шăлнупа, Аркадий Алексеевичпа, час-часах тĕл пулатпăр, туслă пурăнатпăр. Вăл вырăсла çырнисем мана килĕшеççĕ. Вăрнар энциклопедине çутă кун кăтартмашкăн Вольăпа иксĕре вăй-хал, чăтăмлăх сунатăп. Кĕçех, апрелĕн 4-мĕшĕнче, хамăр ентешлĕхĕн аслă пухăвне килетĕр. Тĕл пулса калаçатпăрах!..»
Леонид Яковлевич ĕнтĕ виçĕ çул ытла пирĕн хушăра мар. 75 çулхи юбилейне ыран хăйсĕр паллă тăватпăр. Районшăн чун-чĕрепе ăс-тăн вăйне-халне пĕр шелсĕр парса ĕçленисем манăçа тухмаççех.
Михаил ВАСИЛЬЕВ.