26 декабря 2015 г.
Кĕçĕн Кипекри шкулта аслă классенче вĕренетпĕр. Таврари вун тăхăр ялтан пуçтарăннă тантăшсем виçĕ çул хушшинче пĕр пысăк çемьери пек пĕрлешсе туслашрăмăр. Паянхи куна çити пурне те асрах тытатпăр. Çухатусемшĕн кулянатпăр. Пĕррехинче Леня Тянгов хăйсем патне яла хăнана чĕнчĕ.
Кĕçĕн Кипекрен кăнтăрла иртсен тухнă та Канашран Нурăсалла каякан çулпа Кăмаш пуçĕпе Кушике çитсе кĕтĕмĕр.
Кушикре пĕр утмăл хуçалăх. Илемлĕ ял. Урамĕсем сип-симĕс. Тĕп урам. Çырма хĕррипе вырнаçнă. Çырми тарăн, чăнкă çыранлă. Тĕлĕнмелле ят панă – Кăмăр. Тĕпĕнче шыв шăнкăртатса юхса выртать. Çырма урлă самай пысăк ял – Мăн Турхан – сарăлса ларать.
Кушик юнашарти Айкăшран вун тăххăрмĕш ĕмĕрте уйрăлса куçнă. Леонидсен йывăç çурчĕ çирĕп ларать. Хуçалăхра тирпейлĕ. Выльăх-чĕрлĕх пур. Пире амăшĕ кĕтсе илчĕ. Кашнинпех паллашрĕ, хăш ялсем пулнине ыйтса пĕлчĕ. Кăмăллăн калаçать. Ывăнтăр пулĕ текелесе тутлă яшка çитерчĕ, чей ĕçтерчĕ. Киле, Мăн Явăша, Мишшапа иксĕмĕр тÿрĕрен утрăмăр. Хăнари калаçăва малалла тăсса-çавăрттарса шухăшларăмăр. Шкул çулĕсем хăвăрт иртсе кайрĕç. Пурте тĕрлĕ енне салантăмăр. Вунă çултан тин тепре шкулта тĕл пултăмăр. Эпĕ вĕренĕве вĕçлесе Шупашкартан Вăрнара таврăннăччĕ. Юлташсем чĕннипе район хаçачĕн редакцинче ял хуçалăх пайĕнче ĕçлерĕм. Шкулта пĕрле вĕреннĕ туссем каллех пĕр çĕрте: Владимир Москвин ответсекретарь, Михаил Васильев литсотрудник. Леонид Тянгов комсомол райкомĕн секретарĕ. Вăл ир пуçласа сĕм çĕрлеччен яш-кĕрĕм хушшинче. Райком пÿлĕмĕсенчен çурçĕрчченех çын татăлмасть, музыка кĕрлет. Пире хĕтĕртсе пулăшса пыраканĕ КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ А.В.Емельянов. Тăван шкулта час-часах пулатпăр. Леонид пуçарса тăрăшнипе çуллен пĕр вăхăтра пурте пухăнакан пултăмăр. Çынсене пĕрлештерме, хавхалантарма пĕлекен юлташчĕ вăл. Майĕпен, вуншар çултан пухăнса, 50 çулхине те паллă турăмăр.
Вениамин СОРОКИН.