26 декабря 2015 г.
Ман умра Улькка Эльменĕн «Çирĕп чунлисем телейлĕ» кĕнеке. Хайлавĕсенчи ĕç-пуç паянхи саманара пулса иртет. Сăнарсем çирĕп чунлă, кирек мĕнле лару-тăруран та этемлĕхе, ырă кăмăллăха çухатмасăр тухма пултараççĕ, хăйсен телейĕшĕн кĕрешеççĕ. Кам та пулин килсе пулăшасса кĕтмеççĕ геройсем, пурнăçĕсене хăйсем тĕллĕн йĕркелесе яма тăрăшаççĕ. Ултавпа суяна çĕнтерсе, чун-чĕре илемне çухатмасăр, пурнăç çулĕпе çирĕп утакан хĕрарăмсем çинчен çырать автор. Ăна чăваш ялĕн шăпи те хумхантарать. Ял çĕнелсе аталанасса шанать вăл.
Мана ытларах кĕнекери «Хăрнă вĕрене» калав кăмăла кайрĕ. Унта шкул вĕренсе пĕтернĕ хĕр пурнăçне сăнласа панă. Çынна шаннипе вăл йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Хăйĕнчен аслă арçын ачан суя сăмахĕсене ĕненсе хĕр чысне варалать. Çавăн пек утăм тунă хыççăн унăн пурнăçĕ тепĕр майлă çаврăнать. Çывăх тăванĕсем хĕр тĕрĕс мар утăм тунине пĕлсен унран сивĕнеççĕ. Йывăрлăхран тухма ăна шкул вăхăтĕнче юратнă, пĕр класра вĕреннĕ каччă пулăшать, ачаллăскерне качча илет.
Улькка Эльмень калавра çамрăк ăрăва йăнăш утăмсем тăвасран сыхласа хăварасшăн. Ман шутпа çавăн евĕр произведенисем пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентеççĕ.
Вероника СТЕПАНОВА,
Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки.