26 декабря 2015 г.
Çĕрпелти вăтам шкулта маттур ачасем нумай. Çапах та чи пултаруллисен йышне 6-мĕш класра вĕренекен Камилла Сергеевапа Татьяна Кириллована кĕртес килет.
Вĕсем вĕренÿре те малтисен ретĕнче, спортра та хастар, тус-тантăшĕсем хушшинче те хисепре. Вĕсем – чи çывăх туссем. Пушă вăхăтра та алă усса лармаççĕ, нумай пĕлме ăнтăлса тăтăшах кĕнеке тĕнчипе паллашаççĕ, Интернетри тавра-пĕлÿ сайчĕсене çул хываççĕ. Вĕсем шкулта çеç мар, районта, республикăра иртекен фестивальсемпе тĕрлĕ конкурссене час-часах хутшăнаççĕ, лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.
Камилла – юрă ăсти. Вăл çав тери хитре юрлать, итлекенсене савăнăç кÿрет, кăмăла çĕклет. «Юрлама юрататăп пулин те манăн юрист пулас килет», – пытармасть Камилла хăйĕн ĕмĕтне.
Нумаях пулмасть хамăр республикăри Вĕренÿ институчĕ «Янра, чăваш сăмахĕ!» конкурс ирттерчĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçес тесе районсемпе хуласенчен 190 çамрăк пуçтарăннă. Хĕрÿ тупăшура юрлакансем хушшинче Камилла çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Таня та питĕ пултаруллă хĕрача. Сасси лăпкă унăн, кашни сăмаха шутласа калаçать. Сăвăсем илемлĕ вулать, çыру ĕçĕсене пĕр йăнăшсăр пурнăçлать. Унăн аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать. Вăл чăваш эрешĕсемпе хитрелетсе ăсталанă салфеткăсем чуна илĕртеççĕ.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкулта «Çамрăк пехотинецсем» кадет класĕ уçăлчĕ. Пурте пĕр саслăн Камиллăна командир пулма суйларĕç. Ачасен тăрăшулăхĕ – иксĕлми. Шупашкар хулинче иртнĕ кадетсен конкурсĕнчен вĕсем иккĕмĕш вырăн илсе килме пултарчĕç. Çак çĕнтерÿре Таньăпа Камиллăн тÿпи те пысăк.
Е.Васильева.