Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мария Волкова: Хваттерлĕ пулăп-ши?

26 декабря 2015 г.

Мария Волкова: Хваттерлĕ пулăп-ши?

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн аслă тусĕ – Мăньял Хапăсра пурăнакан 93 çулти ĕç ветеранĕ Мария Андреевна Волкова – саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче пурăнса курнă. Тем те тÿснĕ: йĕпе-сапара, шăрăх-сивĕре хура тар тăкнă, выçăллă-тутăллă пурнăçа парăнтарнă. Ял çыннисем ăна ĕçчен, хастар пулнишĕн, ырă тĕслĕх кăтартнишĕн сума сăваççĕ, Маюк акай тесе хисеплеççĕ.

–Эпĕ хĕвел пайăркишĕн те савăнатăп, – сăмах пуçларĕ ĕç ветеранĕ. – Апла пурнăç малалла тăсăлать тетĕп.

Мария Волкован юлашки вăхăтра куçĕ тĕтреллĕ курма пуçланă. Сар хĕвел йăл кулсан пÿрт ăш-чикки янкăр çуталса каять те, ватă çын хăвăртрах район хаçатне алла тытать, хыпар-хăнарпа паллашма васкать.

– Халĕ хăш-пĕр çынсем пурнăç начар тесе ÿпкелешеççĕ. Çăкăрĕ-тăварĕ сĕтел тулли.Тутлă çиеççĕ. Шалу илеççĕ. Йывăр ĕçре пилĕк авас темесен никам та хыçран пушăпа хăвалакан çук, – калаçăва малалла тăсрĕ Маюк акай. – Акă тата нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ, икĕ пепке çуратсанах амăшĕн капиталне параççĕ. Эпир ачапча ÿстернĕ чух патшалăх пулăшăвне илмен.

Мария Волкова сасартăк тарăн шухăша путрĕ. Унăн чунне канăç паманни пур иккен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксен тăлăх арăмĕсем пĕрин хыççăн тепри хваттерлĕ пулчĕç. Мария Андреевна та çак ушкăна кĕрет, анчах та паянхи кун патшалăх пулăшăвне тивĕçеймен-ха.

– Комисси çурт çумĕнчи уçă пÿлĕме – террасăна – пурăнмалли тăваткал метр шутне кĕртрĕ, – терĕ Маюк акай. – Тĕлĕнмелле, унта этем ăçтан пурăнаять-ха? Сивĕ террасăра. Апат пĕçеретĕп те пÿрте тарса кĕретĕп. Кунта та ăшă теме çук. Тем чухлĕ хутсан та пÿрт хăвăртах сивĕнсе каять. Çитменнине, стенасем çуркаланма пуçларĕç. Пĕррехинче тата мачча хăмисем чуттех йăтăнса анмарĕç. Юрать, ывăлăмсем хăйсен юлташĕсемпе пĕрле сапларĕç-юсарĕç. Хăçан эпĕ те хваттерлĕ пулăп-ши?

93 çулти Мария Волкова кил-çуртĕнче тасалăх, тирпейлĕх хуçаланни яр уççăнах курăнчĕ, анчах та пÿлĕмре уçăрахчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кинеми ăшăрах тумтир тăхăннă, хулăм тутăр çыхнă. Мăр-мăр кушак кил хуçи хĕрарăмне ăшăтас тесе-ши унăн чĕркуççи çине йăпăртах хăпарса ларчĕ.

,ç ветеранĕн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çĕршывшăн йывăр килнĕ çулсенче иртнĕ. Хура-шурне нумай курма тивнĕ. Мария Андреевна çураличченех 1921 çулта ашшĕ-амăшĕн тăван килĕ çунса кайнă пулнă. Юрать, анкартинчи мунчи юлнă. Çавăнта пурăнма куçнă Дмитриевсем – ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем. Тепĕр çулталăкран чи кĕçĕнни – Мария – çуралнă. Унăн ашшĕ ĕçчен пулнă. Çунса кайнă хыççăн пысăк пÿрт çĕклесе лартнă. Çемйишĕн хытă тăрăшнă. Выçлăх вăхăтĕнче хăшĕ-пĕри шĕшкĕ кăчки те, уткăшкар та çинĕ. Дмитриевсем вара аптраман. Ашшĕ темиçе михĕ хывăх тупма пултарнă. Амăшĕ авăртнă мăян вăррипе хутăштарса çăкăр пĕçернĕ.

Пĕчĕк Маюк пĕртăванĕсемпе пĕрле колхозра тăрăшнă. «Хăрах ури сăпкара, тепĕр ури акара пулнă»,– терĕ Мария Волкова. Вăл аслăрах ачасемпе тан тырă вырнă, йĕтем çинче вăй хунă, молотилкăна кĕлтесем парса тăнă. Сÿс тÿнĕ, пир тĕртнĕ. /серехпе лаша та кÿлнĕ, бригадир хушнине пурнăçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăйпитти çамрăксемпе пĕрле Сăр хĕррине окоп чавма кайнă, лупашкаллă вырăнсене çĕр касса хупланă. Баракра тертленсе-хĕсĕнсе пурăннă.

– Çăпатасене типĕтме çакаттăмăр та вĕсене часах вут-çулăм ярса илетчĕ. Тарăн ыйха путма манса çăпата çыхаттăмăр вара. Ирпе-ирех каллех вăй-хал кайиччен ĕçлеме тытăнаттăмăр. Мĕнле тÿснĕ-ши?– аса илчĕ кинемей.

Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе Мария Волкова хăйĕн сывлăхне шеллемен. Халĕ урисем шыçаççĕ, аллисем ыратаççĕ. Вăрçă хыççăн тăван «Самолет» колхоза аталантарас тесе фермăра, уй-хирте сахал-им тар тăкнă? Тÿр кăмăлпа тăрăшнăшăн, вăрçă вăхăтĕнче хастарлăх кăтартнăшăн вăл чылай наградăна тивĕçнĕ.

1947 çулта çак ял каччипех, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăннă паттăр салтакпа Николай Волковпа, çемье çавăрнă. Умлăн-хыçлăн çут тĕнчене пепкесем килнĕ. Шел пулин те, сакăр ачаран иккĕшĕ пĕчĕклех чирлесе вилнĕ.

Мăшăрĕпе пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр чĕлхерен пурăннă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă салтакăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, 20 çул каялла çĕре кĕнĕ.

Хальхи вăхăтра ватă çынна Володя ывăлĕ пăхса-асăрхаса пурăнать. Волковсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Маюк акай ĕне сăваймасть ĕнтĕ. ,çе унăн ывăлĕ пурнăçлать. Кун сиктерсе патшалăха 30 литр сĕт сутать. Володя тăрăшуллă пулнишĕн Мария Волкова калама çук хĕпĕртет. Ытти ачисем те, мăнукĕсем те амăшĕ, кукамăшĕ-асламăшĕ патне килсех тăраççĕ. Кил-тĕрĕшре ĕçлеме пулăшаççĕ.

– Ачамăрсем – Тоня, Юра, Слава, Алина, Валера, Володя – кинсем, кĕрÿсем тата 11 мăнук таса-сывă пурăнччăр тесе кунĕн-çĕрĕн Турра кĕлтăватăп,– терĕ Маюк акай.

Тепĕр эрнере Çĕнĕ çула кĕтсе илĕпĕр. Волковсен пÿрчĕ те савăнăçлă шавпа тулĕ. ,мĕтленни пурнăçлантăр та – Маюк акайăн малашне уяв-праçниксене çĕнĕ хваттерте кĕтсе илмелле пултăр.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика