26 декабря 2015 г.
Декабрĕн 1-мĕшĕнче нумай хваттерлĕ çуртсен харпăрлăхçисем çине тĕплĕ юсавшăн тÿлемелли явапа хунăранпа шăп çулталăк çитрĕ. Вăл килĕшÿпе тунă тÿлев мар, çавăнпа та саккунра палăртман пулсан унран хăтăлма никамăн та ирĕк çук.
Анчах та нумайăшĕ хăйĕн çурчĕшĕн тÿлеве хывма васкамасть. Октябрьте «Фонд капремонта» организацин регионти операторĕ парăмсене шырассипе претензипе çăхав ĕçĕсем ирттерме пуçланă. Хăйсен ирĕкĕпе тÿлеме ыйтса 3012 çын патне çыру янă. Судчен 15 çын укçана тÿлесе татнă. Миравай судьясем патĕнче тата 40 заявлени выртать.
Суд тавлашăвĕ сире хушма тăкаксем кÿрет (госпошлина 400 тенкĕрен пĕчĕк мар, çул укçи, представитель çине тăкакан расхут тата ытти те), ĕçлев производствишĕн уйрăм çынсенчен 5 пин тенкĕ, юрсăпатсенчен 10 пин тенкĕрен кая мар тытаççĕ. Çавăнпа та парăма вăхăтра тÿлесе татăр.