26 декабря 2015 г.
Пирĕнтен нумайăшĕ уява мĕнле лайăхрах кĕтсе илесси пирки тахçанах шутлать. Декабрĕн 31-мĕ-шне сывлăх пирки манса кайсах ятарлă меню хатĕрлет: тутлă апат-çимĕç, ĕçмелли, пылак шывсем тата ытти те...
Хамăр организма сиен кÿмелле мар мĕнле кĕтсе илмелле-ха çĕнĕ 2016 çула? Уяв чылайлăха асра юлтăр, çав вăхăтрах пирĕн сывлăха ан хавшаттăр тесен çак сĕнÿсене асра тытасчĕ: яланах диета çинче ларакансен, сахăр, хырăмлăх чирĕсемпе аптăракансен, тĕрлĕрен операци хыççăнхисен уявăн пуян сĕтелĕнчен асăрханма тăрăшмалла. Терапевтсемпе хирургсем асăрхаттараççĕ: Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн ялан тенĕ пекех чи хăрушши – хырăмлăх язви, панкреатит, ăшчикĕн ытти чирĕсем аптăратма пултараççĕ.
Тепĕр хăрушлăх вăл – тĕрлĕрен апат-çимĕçпе наркăмăшланни. Хăвăрт пăсăлакан çимĕçсенчен хатĕрленисем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Майонезпа пăтратнă салатсем, пулă апачĕсем нумай вăхăт иртсен наркăмăшлă япаласем кăлараççĕ. Пасарта, магазинсенче сутăн илнисем пирки эпир нимĕн те пĕлместпĕр. Вĕсене мĕнле хатĕрленĕ, хăçан, кам, таса алăпа-и?
Уява хăвна мĕнле хатĕрлемелле? Çĕнĕ çул кĕтсе иличчен апат çимесĕр пурăнма юрать-и? Паллах çук. Хăшĕ-пĕри çавăн пек тăвать те. Çĕнĕ çула кĕтсе илмелли çи-пуç – кĕпе, блузка юратăр тесе апат çиме пăрахать. Кун пек чухне малтанхи чир-чĕр хăй çинчен аса илтерме пуçлĕ. Çавăнпа та Çĕнĕ çул каçĕнче çителĕклĕ çимелле, организма ытлашши «тиеме» юрамасть. Минерал, газлă ытти шывсене те асăрханса ĕçмелле. Çĕнĕ çул каçĕнче тутлă апат-çимĕç нумай çисе тултарнипе организма япăх пулма пултарать.
Уявсем хыççăн хырăмлăха тасатма манмалла мар. Типĕ тытсан лайăх е кефир, пахчаçимĕç, улма-çырла, кĕрпе кунĕсем тумалла.
Каçхине питĕ çиес килсен пĕр стакан кефир ĕçме юрать, ун çине хывăх ярса ĕçсен вара 3–4 кунра организм тасалать, холестерин шайĕ чакать. Ирсерен çапла туни усăллă: пĕр стакан вĕренĕ шыв çине лимон сокĕ, пĕр кашăк пыл ярса ĕçмелле. Çакă хырăмлăхшăн та, пит-куç ÿчĕшĕн те лайăх.
Çуллă аш-пăша эпир яланах юратакан çĕрулми тÿнипе мар, пахча-çимĕçпе пĕрле çимелле. Чей е кофе ĕçме те пĕлмелле. Вĕсене апат хыççăн тÿрех мар, 40–45 минут иртсен кăна ĕçмелле. Апат умĕн вара сĕткен е кефир ĕçсен хырăмлăх ĕçĕ лайăхланать.
Астума: вĕри апат çинĕ хыççăн тÿрех сиввине хыпса лартмалла мар. Ун пек чухне хырăмлăхра чыхăну (спазм) пулма, пыршăсем тĕрĕс мар ĕçлеме пултараççĕ. Çĕнĕ çула кĕтсе сĕтел хушшинче выçă ларма та кирлĕ мар. Маларах, 20 е 21 сехетсенче кăштах апатланмаллах. Çĕнĕ çул каçĕнче çисе ярайман апата тепĕр кунне çини те хăрушă. Вăхăт иртнипе наркăмăшланма пултарнă çимĕçсемпе асăрхануллă пулмалла.
Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ чухне эпир шампань эрехĕ пуçлатпăр. Ăна нихăçан курман пек стакана тултарсан тÿрех ĕçсе яма кирлĕ мар, пĕчĕккĕн, тутине туйса ĕçсе лармалла. Вăл кунĕ эрех пек туйăнать. Анчах та тепĕр кунне çынна йывăр пулма пултарать. Хырăмлăхшăн шампань эрехĕ усăллă мар.
Шурă е ытти хаяр эрехе минерал шывĕпе ĕçме те хушмаççĕ. Чи лайăххи – таса шывпа сыпса ярасси. Манса кайма кирлĕ мар – алкоголь – пĕвере сиен кÿрет.
Уяв каçне симĕс чейпе, печенипе, килте пĕçернĕ кукăль-икерчĕпе уявланине нимĕн те çитмест.
Л.АГЕЕВА, врач.