26 декабря 2015 г.
Чăвашсем ĕлĕкренпех юрра-ташша ăста пулнă. Кашни уяврах такмаксем каласа, юрăсем шăрантарса, ура хуçса ташланă, сăра ĕçнĕ, шăрттан-хуплу пĕçерсе çинĕ. Шел те, халĕ ку йăла-йĕрке манăçа тухса пырать, уявĕсене те урăхла, çĕнĕлле паллă тăваççĕ. Çапах та Вăрнар районĕнче ăруран ăрăва куçса пынă йăла-йĕркене тытса пыракансем пур-ха. Ку енĕпе Ярмушкара пурăнакансем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем спортра та, ĕçре те, культура енчен те малти ретре.
Таврари ялсенчи çынсене хăйĕн юрри-ташшипе уйрăмах «Шурăмпуç» халăх фольклор ушкăнĕ савăнтарать. Ăна йĕркелесе яраканĕ – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ярмушкари культура çурчĕн пуçлăхĕ Надежда Алексеевна Лаврентьева. Ку ĕçре ăна пур енчен те илемлĕх ертÿçи Иван Отрыванов купăсçă пулăшса пырать. Юрă-ташă искусствине парăннă ку ушкăн чăмăртанни кăçал 27 çул çитрĕ.
Коллективăн историйĕ самаях пуян. Çак вăхăтра «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕн артисчĕсем ăçта кăна çитмерĕç пулĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе, юрри-ташшипе 2004 çулта аякри Пушкăртстан çыннисене савăнтарчĕç. Кайран, 2013, 2014 çулсенче, Ульяновск облаçне çитсе курчĕç. 2014 çулта тата Мари Элри Звенигово район çыннисене юрри-ташшипе паллаштарчĕç. Хамăр республикăра та Ярмушка артисчĕсем чылай районта пулнă. Нумаях пулмасть халăх фольклор ушкăнĕ Çĕрпÿ районне çитсе килчĕ.
Çавалкас ялĕнче те пулчĕ вăл. Культура çуртне çынсем юнашар ялсенчен: Сăкăтран, Туçи Мăратран, Юлапăшран пухăнчĕç. Ку коллектив 2 сехет ытла хăйĕн юрри-ташшипе, шÿчĕсемпе килентерчĕ.
Тумĕсем тата мĕн тери хитре! Курса ларакансем: «Ку артистсем Шупашкарти «Уяв» юрăпа ташă ансамблĕн коллективĕ мар пулĕ те!» – тесе пăшăлтатса илчĕç. Чăнах та, чăн-чăн артистсем пекех хăйсене тытрĕç сцена çинче «Шурăмпуç» фольклор ушкăнĕн çыннисем.
Куракансене çавăн пекех Раиса Васильевна Малова юррисем кăмăла кайрĕç. Вăл ĕлĕкхи чăваш юррисене тĕлĕнмелле лайăх шăрантарчĕ.Сцена çинче çавăн пекех «Ярмушка кукамайĕсем» ушкăнăн юрри-ташши халăха тĕлĕнтерчĕ. Роза Васильева, Раиса Малова, Ольга Железнова питĕ вăр-вар пулчĕç. Концерт Çавалкасри сумлă ватăна, 83 çулхи Михаил Прокопьевич Прокопьева та килĕшнĕ.
Концерт программине йĕркелесе пыракан Эльвира Балыкова каланă тăрăх, ушкăнра тĕрлĕ професси çыннисем: тухтăр та, учитель те, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те, ача-пăча амăшĕсем те пур.