Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çула тухнă та – çакланнă

26 декабря 2015 г.

Э.Никитин 2015 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче ирхи çичĕ сехет те хĕрĕх минутра çул çине хĕрĕнкĕ пуçпа тухнă. Çитменнине пĕрле водитель удостоверенийĕ те пулман, мĕншĕн тесен унран ку документа, суд йышăнăвĕпе, пĕлтĕр туртса илнĕ. Апла пулин те вăл çул çине тухма хăраман. Çамрăк ВАЗ-2107 çăмăл автомашинăпа «Калинино – Елчĕк – Патăрьел» автоçулпа пынă. Юрать-ха ăна, ĕçнине пĕлнĕ пекех, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем чарнă. Э.Никитин хаяр шĕвеке ăша яни тÿрех палăрнă. Çамрăка икĕ çуллăха транспорт хатĕрĕпе çÿреме чарасси пирки йышăну кăларнă. Çавăн пекех ăна условнăй майпа вунă уйăхлăх айăпланă. Патшалăхăн ятарлă органне тапхăрăн-тапхăрăн регистрацие пырса çÿремелле тунă.

Н.ПРОКОПЬЕВА,

дознаватель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика