Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çÿлти Турă, шур туя тытмаллах ан тăвинччĕ…»

23 декабря 2015 г.

Наталия Андреева ытти çынсемпе танлаштарсан, хăйĕн сар ука пек илемĕпе уйрăлса тăрать. Анчах та вăл ачаранах куç япăх курнипе асапланать.

Пăваялĕнче çуралса йышлă çемьере çитĕннĕ. Ачаранах питĕ чирленĕ. Те çавăн чух куçсем айăпланса юлнă-ши, те кукамăшĕнчен куçнă-ши, ăна паян никам та татса калаймасть. Ашшĕ те, амăшĕ те паянхи кун хаçат-журнала куçлăхсăрах вулаççĕ пулсан, Наташа вара ăна нихăçан та хывмасть.

Ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе Шупашкарти япăх куракансен интернатне вырнаçтараççĕ ăна. Кунта вăл вĕренет çеç мар, темĕн тĕрлĕ алă ĕçĕ тума, çыхма, тĕрлеме, çĕлеме, апат-çимĕç пĕçерме хăнăхать. Интернатран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан çамрăк хĕр аслă шкулсене каяйман. Пурпĕр пуç усман, Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче бухгалтера вĕренет, хĕрлĕ диплом илме пултарть. Пĕр вăхăт Красноармейски районĕнче сутуçăра та вăй хунă. «Анчах унта куç çивĕчлĕхĕ кирлĕ, кунĕпе тинкерсе пăхмалла, куçсем ĕç кунĕ вĕçлениччен ыратаканах пулатчĕç», – аса илет Наташа. Ирĕксĕрех яла таврăнма тивет. Урăх ĕç шыранă вăхăтра унăн пурнăçĕ йăлт тепĕр майлă çаврăнса ÿкет.

Ырă çынсем пулăшнипе вăл пулас мăшăрĕпе Женя Андреевпа паллашать. Вăл кукашшĕ-кукамăшĕпе ÿснĕ, тăван амăшĕ урăх çемьере пурăннă. Икĕ йывăр шăпаллă чунсем пĕрне пĕри пĕрре курсах килĕштереççĕ, çав тери шавлă туйсăрах пĕрлешеççĕ. Халĕ ĕнтĕ мăшăрланни 17 çул çитрĕ. Качча кайсан, упăшки тăрăшнипе, упăшкин тăванĕсем тĕрлĕ инстанцисене илсе çÿренипе кăна инвалиднăç илме пултарнă. Халĕ вăл II ушкăнри инвалид, куç курманнисен обществин членĕ шутланать, обществăпа тачă çыхăну тытать.

Пĕрлешнĕ çулах Наташа Кĕçĕн Кипек шкулне техничкăна вырнаçать, уншăн паянхи кун та шкул директорĕнче тимленĕ Сергей Николаевич Андрианова тав тăвать. «Куçăмсем япăх курнипе урайсене тасах та сĕреймен пуль, пурпĕр мана тиркемен, пĕрле ĕçлекенсенчен те ÿпкев илтмен», – тет Наташа.

Мăшăрĕ те шкулта çутçанталăк газĕ кĕртиччен кочегарта вăй хунă. Халĕ вара Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче трактористра тимлет. Ывăлне те ачаранах техникăна юратма хăнăхтарнă. Çуллахи вăхăтра анкартинче утă çулса пуçтарма ятарласа мотоблок туянса панă, хăй ир тухса кайса каç килсе кĕнипе вăхăт çук, ирĕксĕрех çамрăк ачан мĕн пĕчĕкренех техникăпа ĕçлеме хăнăхмалла. Уншăн ывăлĕ кÿренмест, вăл Шупашкарти професси училищинче газосварщик пулма вĕренет. Хĕрĕ пĕчĕк-ха, 4-мĕш класа çеç çÿрет пулин те амăшне кил тĕрĕшĕнче пулăшать.

Паянхи кун мăшăрсем – Наташăпа Женя – кил-çурта, хуралтăсене çĕнетнĕ. Ытларах вĕсене пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме Женьăн Шупашкарта пурăнакан куккăшĕпе мăнаккăшĕ пулăшса пыраççĕ. Халĕ вĕсен хуçалăхра мĕн кирлĕ пурте пур: ĕни-пăрăвĕ, сурăхсем, кайăк-кĕшĕкĕ. Кÿршисем те кăмăллă. Хăйсем те усал çынсем мар, яланах ăшпиллĕн, кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Тăванĕсене кучченеçсĕр нихăçан та ямаççĕ.

Мăшăрĕн тепре чух уявсенче сыпкаласси пулать, Наташа вара ку тарана çитсе те, кĕçех 40 çул тултарать, ăша эрех-сăра ярса курман. «Нимĕншĕн те кулянмас, Çÿлти Турă мана шурă туя тыттармалла ан тутăрччĕ», – терĕ мана ăсатнă май.

Сывлăхĕ пултăрччĕ кăна. Хăйĕн мăшăрĕпе, ывăлĕпе, хĕрĕпе мĕн ватăлса виличченех пĕрле савăнса, ачасен уссине курмалла пултăрччĕ. Ял-йыш хисепĕ ан иксĕлтĕр, ахаль те шăпи кÿрентернĕ вĕсене. Пуçа усмалла мар, пурнăçăн анлă сукмакĕпе малаллах утмалла.

Анна ПЕСКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика