Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăх кĕнеки…

23 декабря 2015 г.

Ачалăх кĕнеки…

Сусăр çынсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ ячĕпе районта ирттернĕ тĕлпулура фойери алĕçĕсен куравĕнче Ва-лентина Михайлован вĕт шăрçапа тĕрленĕ картинисем уйрăмах хăйсем умĕнче тытăнса тăма хистерĕç.

«Ачалăх кĕнеки» тет вĕсем пирки Валентина Ивановна. Ку сăмахсенче ытарлăх кăна мар, хăйĕн пурнăç йĕрри те пытаннине калаçуран аван ăнланатăн. Сăнÿкерчĕкри тĕрĕре ак – амăшĕ, ашшĕ тата асламăшĕ.

Валентина Ивановнана шухăшĕпе, чун-чĕрипе çуралнă вырăна тавăраканĕ Туçи Çармăс ялĕ. Ашшĕ амăшĕнчен нумай çул аслăрах, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, асламăшĕ суккăр. Пурнăçĕ çити-çитми. Апла пулин те килти йывăрлăхсене çынна кăтартма хăнăхман. 10 класс вĕренсе тухнă хыççăн Вăрнарти çĕвĕ фабрикинче ĕçлеме тытăннă. Уйкас Кипек каччипе Володя Михайловпа, Çĕрпÿре вĕренсе тухнă хыççăн «Сельхозтехникăра» ĕçлеме тытăннăскерпе, паллашса çемье çавăрнă. Вăрнарта тĕпленсе юлташсен-пĕлĕшсен йышне ÿстернĕ.

Икĕ ывăла кун çути панă. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тăрăшма тытăннă. Анчах та вунçичĕ çултан ун инвалидноçа пула юратнă ĕçе пăрахма тивнĕ. Сусăрлăхĕ ĕç вырăнĕнчех «çыпăçнă» – пуçĕ çине ăнсăртран конвейер роликĕ йăтăнса аннă. Çакна пула ыратакан сылтăм хулпуççийĕ халĕ те йывăр ĕçсене пурнăçлама чăрмантарать. Унччен вара ачаранах лаша пекех ĕçленĕ, арçын ĕçĕсене те ним мар пурнăçланă.

Юрать, халĕ мăшăрĕ, ачисем, кинĕ кирек мĕнле ĕçре те пулăшу кÿреççĕ. Пĕрлехи вăйпа кермен пек çурт çĕклесе лартнă, унта туллин пурăнма тытăнман-ха. Кăшт хĕсĕнме тивет пулин те Михайловсем туслăн, килĕштерсе пурăнаççĕ. Кăвакарчăнсем пек мăнукĕсем пÿрте тултараççĕ.

Алăсталăхне илес пулсан, ăна Валентина Ивановна аçа çури аппăшĕпе йыснăшĕнчен нумай хăнăхнă. Халĕ тĕрĕ хатĕрĕсемпе пÿлĕмсене ытлашшиех тултармаççĕ, анчах та пултаруллă хĕрарăмăн вĕсем туллиех: алшăллисем, вырăн хатĕрĕсем, чĕнтĕрсем.

Юлашки вăхăтра Валентина Ивановна ак вĕт шăрçапа аппаланма тытăннă. Эскизĕсем ытларахăшĕ – хатĕррисем. Халĕ вăл пĕр ÿкерчĕке пысăклатса кăтăрпа тĕрлет: тигрпа хĕр. Чуна пусаракан, лăплантаракан ĕçĕсене тăванĕсене, пĕлĕшĕсене парнелет. «Ачасене асăнмалăх пултăр», – тет.

Тепĕр чун киленĕçĕ те пур Валентина Ивановнан – вăл чечексем çитĕнтерет. Кĕнеке нумай вулать. «Телевизор умĕнче пĕрмаях йăлăхтарать. Алла ĕç тытатăн та пулса пыракан ÿкерчĕк кăмăла çĕклет. Вăл е ку произведение вулама пуçлатăн та каллех пурнăçри йывăрлăхсене, тĕрĕсмарлăхсене манатăн», – кăмăллăн калаçать Валентина Ивановна.

Шăпана ÿпкелемест. Çумра ун – чи юратнă, ăнланакан çынсем. Вĕсем пурнăç илемне туйма пулăшаççĕ те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика