23 декабря 2015 г.
Хаçат-журналта çамрăксем пирки сахал мар çыраççĕ: ырланинчен ытларах хурлани. Ватăсен пăшăрханăвне ăнланма пулать: ĕлĕкхи пурнăçа хальхипе танлаштараймăн. Ир пуçласа мĕн каç пуличчен çанă тавăрса ĕçленĕ, пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшнă. Пытараймăн, хальхи арăш-пирĕш пурнăç çамрăксене палăрмаллах улăштарчĕ. Хăшпĕр хĕрсем те яшсенчен юласшăн мар, вĕсемпе танах эрех-сăра лĕрккеççĕ, чĕлĕм мăкăрлантараççĕ. Çитменнине, халăх çÿрекен вырăнтах. Чаракан çукран хăйсене ирĕке яраççĕ пулинех. Кăшт эрех-сăра сыпсан пушшех хаярланса каяççĕ: пĕр-пĕр çынпа хирĕçме сăлтав шыраççĕ. Çакăнта ашшĕ-амăшĕн айăпĕ те пур тесшĕн. Ачана мĕн пĕчĕкрен воспитани парасси вĕсенчен килет-çке. ,çкĕпе иртĕхсе пурăнакан, пĕр-пĕрне кÿрентерекенсен ачисем мĕнех ыррине вĕренĕç? Ку çеç те мар, хăшĕсем хăйсен ачисем пирки мухтанса калаçнине те илтме пулать: «Манăн пурне те парăнтарма пултарать». Çавăн евĕрлĕ сăмах çамрăка тата усал ĕç тума хистенĕ пек туйăнать.
Вăрнарта пурăнакан вăтам çулсенчи арçын анчахрах хăйĕнпе çыхăннă ĕç-пуç çинчен каласа пачĕ. Вăл каçхине пĕр ял клубĕ умĕпе иртсе пынă чух чĕлĕм туртса, сăра ĕçсе тăракан çамрăксен ушкăнне асăрханă. Чăтайман, вĕсем патне пырса тăнă, чĕлĕмпе сăра организма сиен кÿнине пĕлтернĕ. Анчах та каччăсем унăн сăмахĕсене хăлхана та чикмен, айăпа йышăнас вырăнне пĕри тăруках урса кайнă, уринчен хытах тапнă. Арçын, ыратнине чăтаймасăр, тĕшĕрĕлсе аннă, нăйкăшма пуçланă. Çав вăхăтра çамрăксенчен пĕри те ăна хĕрхеннине палăртман, ним пулман пекех лăпкăн кăна клуба кĕрсе кайнă. Юрать-ха арçын, пĕтĕм вăй-халне пухса, ура çине тăма пултарнă. Ыратни иртсе кайсан хăйне тапăннă яша шыраса утман, мĕншĕн тесен тĕл пулса калаçсан та усси пулас çуккине аван ăнланнă.
Мĕнех калăн, чăрсăрлăхĕ ытлашшипех халĕ хăшĕсен. Ушкăнпа пĕрле пуçтарăнсан темĕн тума та хатĕр. Хăйсен вăй-халне пĕр-пĕр ĕç çине ярасчĕ. Ывăннă хыççăн ашкăнас кăмăл-туйăм та сĕвĕрĕлĕччĕ.