23 декабря 2015 г.
Çавалкас ялĕнче масар çуртне çĕнетес ыйту темиçе çул каяллах çивĕч тăратчĕ. Ку ыйтăва ял поселенийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Ольга Углова ял çыннисемпе ирттернĕ пĕрлехи пухăвĕнче тепĕр хут хускатрĕ. Ял старости Владимир Малов та çине тăрса ĕçлесси пирки пĕлтерчĕ.
Çавалкас ял халăхĕ пĕр шухăшлă пулса масар пÿртне çĕнĕрен тума йышăнчĕ, кашни хăйĕн тÿпине хывма тăрăшрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă кинеми-кукаçисем те маттур пулчĕç. Вĕсем çамрăксене çурта йĕркеллĕ туса пĕтерме пил пачĕç, ăнăçу сунчĕç.
Килĕрен укçа-тенкĕ пухнисĕр пуçне кашниех пулăшу сĕнчĕ. Вырăнти Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх пуçлăхĕ Валерий Шумилов пĕр сăмахсăрах транспортпа, строительство материалĕсемпе тивĕçтерчĕ. Ялти чи маттур арçынсем вара çурт хăпартнă çĕртре ырми-канми тăрăшрĕç. Вĕсен аллисем чăннипех ылтăн. Кирек мĕнле ĕçе те пурнăçлама пултараççĕ. Мăлатук-пурттине те, моторлă пăчкине те, сварка аппаратне те тухăçлă ĕçлеттерчĕç.
Ку çурт тата нумай çул лартăр, çывăх çыннисене юлашки çула ăсатакан тăванĕсене хĕллехи сивĕре хÿтлĕх, вĕри шăрăхра сулхăн кÿтĕр тесе ял арĕсем хĕрсех тăрăшрĕç. Хĕрарăмĕсем те вĕсенчен юлмарĕç: масар çинче ашкăрса ÿсекен вĕтлĕхсене касса тирпей-илем кÿчĕç, тасалăх хуçалантăр тесе кашниех тăрăшрĕ. Тар юхтарса вăй хуракан арçынсем çинчен те манмарĕç, вĕсене вĕри апатпа, ăш кукăльсемпе сăйларĕç, ĕçе типтерлĕн вĕçлеме вăй-хăват хушрĕç. Çывăх вăхăтра кунта кăмака лартмалли çеç юлчĕ.
Каласа хăварас килет, Çавалкас ял халăхĕ çак сăваплă вырăна – ял масарне яланах типтерлĕ тытма тăрăшать. Пысăк чиркÿ уявĕ – Çимĕк умĕн çут тĕнчерен уйрăлнă тăванĕсене манас мар тесе вилтăприйĕсене тирпейлесех тăрать. Ял администрацийĕ субботниксем йĕркелесе масара пăхса тирпейлет. Çак сăваплă ĕç кашнин тивĕçĕ пулнине пурте ăнланаççĕ.
Ветерансен вырăнти канашĕн ертÿçи пулнă май, эпĕ тав сăмахĕсене пулăшу панă кашни çыннах каласшăн тата хуçалăх ертÿçине Валерий Шумилова уйрăм тав. Сире малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунатăп. Çак сăваплă ĕçе хутшăннăшăн Турă сире яланах пулăшса пытăр!
Галина Анисимова.