23 декабря 2015 г.
Пакунлисем йĕркесĕрскерсене тытса кайĕç те хупса хурĕç, хĕрхенмĕç тени вырăнсăр. Кашни тĕслĕхрех ĕç-пуç хупса хурасси патне çитмест – полицин унашкаллисемпе ĕçлемелли ытти меслет те пайтах. Çав шутра – пулăшмалли мелсем те. Тепĕр чух ахаль калаçу ирттерни те çителĕклĕ. Участковăйсен, çула çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсен тивĕçĕ явап тыттарасси мар – профилактика мерисем йышăнасси. Ахальтен мар ĕнтĕ çула çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсен чылай чух ашшĕ-амăшĕ пурнăçламан ĕçе те хăйсем çине илме тивет. Ачана тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан 13 ашшĕ-амăшĕпе тата çула çитмен 25 ачапа профилактика ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Ку таранччен çула çитменнисем 12 преступлени тунă. Çав вăхăтрах хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене те хĕрхенмеççĕ, 8 ачана хĕненĕ тĕслĕхе регистрациленĕ.
Çула çитменнисемпе ĕçлекен инспекторсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесем патĕнче час-часах пулаççĕ, вĕсен пурнăçĕпе интересленеççĕ, çавăн пекех профилактика мероприятийĕсем ирттерессине тĕпе хураççĕ. Кăçал çула çитменнисем тĕлĕшпе административлă право йĕркине пăснă 122 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсем тĕрлĕ енлĕхпе çыхăннă. Çавăнпа та полици ĕçченĕсен пĕр самантлăха та тимлĕхе чакарма юрамасть.
А.КУДРЯВЦЕВ,
полицин «Вурнарский» пайĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ.