19 декабря 2015 г.
Кăнтăрла иртни виçĕ сехетре пырса кĕтĕм Хапăс почтине. Çынсем пурччĕ: пĕри конверт туянчĕ, тепри хаçат çырăнчĕ. Вĕсем тухса кайсан çыхăну уйрăмĕн заведующийĕпе çывăхрах паллашрăмăр. Надежда Козлова хăйсен ĕç-хĕлне, калаçу йĕркеленнĕ май, туллин уçса пама тăрăшрĕ.
– Эпĕ икĕ уйăх кăна ĕçлетĕп, çавăнпа мухтанмалли темех çук, – терĕ вăл. – Ман умĕнхи хальхи вăхăтра декретлă отпускра ачапа ларать. Ун вырăнне куллен Хапăс почтин ĕçне йĕркелесе пыратăп.
– Анчахрах хаçат-журнала йÿнĕ хакпа çырăнмалли вунă кунлăх иртрĕ. Çак тапхăрта çырăнакансен йышĕ хутшăнчĕ-и?
– Çапла, хаçат-журналпа нумайăшĕ туслашрĕç. Тепĕр майлă каласан, хăйсен юратнă кăларăмĕсене çырăнчĕç. Яланхилле «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата кăмăллакансен йышĕ ÿснине палăртас килет. Ку пичет кăларăмĕ район пурнăçне туллин çутатнăран юратса вулаççĕ ăна ял çыннисем. Ахальтен мар юнкунпа шăматкун почтальонсен сумки самай хулăнланать.
Надежда Козлова каланă тăрăх, район хаçачĕ хыççăн иккĕмĕш вырăнта «Çамрăксен хаçачĕ» тата «Кил-çурт, хушма хуçалăх» тăрать. Шел пулин те, «Хыпара» çырăнакан питех те сахал.
– Хаçат-журнала ваккăн сутассипе те ĕçлеме тивет пирĕн, – пĕлтерчĕ çыхăну уйрăмĕн заведующийĕ. – Акă сĕтел çине пăхăр – мĕн тĕрлĕ издани çук пулĕ унта.
Чăн та, куç-пуç алчăрса каймалла: пĕри тепринчен илемлĕрех. Ирĕксĕрех алла тытса страницисене уçса пăхас килет. Тĕрлĕ тĕспе пичетленсе тухнăскерсем, кашни çынна илĕртеççĕ, ахăртнех. Çаксене илекенсем нивушлĕ пур? Манăн иккĕленĕве Н.Козлова çийĕнчех сирчĕ: сутăнаççĕ. Журналĕсем хитре пулнишĕн мар, усăллă сĕнÿ-канашсем пурришĕн килĕштереççĕ-мĕн. Çавах хальлĕхе «Çĕнтерÿ çулĕпе» танлашаканни çукрах. Хапăс çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем виçĕ ялта пурăнакансем патне хаçат-журнала çитереççĕ те – ытларахăшĕ район хаçатне тем пекех кĕтнине чунран туяççĕ вĕсем. Йыш пысăк мар, икĕ почтальон – Галина Хрусталевăпа Ольга Султанова ку тăрăхри вулакансене тĕрлĕ пичет кăларăмĕсемпе вăхăтра тивĕçтереççĕ. Вĕсен, хаçат-журнал валеçнисĕр пуçне, ватăсем патне пенси укçи илсе çитерме тивет. Тăрăшуллă почтальонсем кирек епле çанталăкра та хулпуççи урлă сумка çакса çула тухаççĕ, çапла майпа хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçлаççĕ. Галина Хрусталевăпа Ольга Султанова чăннипех те мухтава тивĕç.
Надежда Козлова пăшăрханăва пытармарĕ: кĕсье телефонĕ вăй илнĕренпе уяв ячĕпе открыткăсем туянасси сахалланнă. Акă Çĕнĕ çул çитесси нумаях та мар. Пĕр-пĕрне пысăк праçникпе саламласа открыткăсем ямалла пек. Çук вĕт, çаплипех выртаççĕ, илес шутлисем сайраран кăна тупăнкалаççĕ. Çыру çÿретекенсем те халь сахал. Сăлтавне ăнланма пулать: кашниннех кĕсьере телефон е килте Интернет пур. Темле пулсан та илемлĕ открыткăна алла тытса вуланине нимĕн те çитмест, çавăн пекех конвертри çыру та кăмăла ытларах çĕклеме пултарать.
– Плана тултарасси ялан малти вырăнта. Хаçат-журнал çырăнтарассипе пĕрлех тĕрлĕ тавар та сутма тивет. Пирĕн пата килекенсене кĕрпе, типçу, пылак çимĕç, çавăн пекех кил таврашĕнче кирлĕ ытти япаласене те туянма сĕнетпĕр, – кăмăллăн калаçрĕ çыхăну уйрăмĕн заведующийĕ.
Газшăн е электричествăшăн укçа тÿлемелле-и – ял çыннисем почтăна килеççĕ. Кунтах кĕсьене чиксе çÿремелли телефон çине те укçа куçараççĕ.
Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан коллективра ĕç ăнса пырать. Кашни тăрăшулăх кăтартнăран çырăнтару тапхăрĕнче кăтартусем лайăх тăваççĕ. Ял çыннисемшĕн кĕтнĕ хăна вырăннех пулса тăраççĕ вĕсем. Мĕнех калăн, чун апачĕсĕр пурăнма питех те йывăр-çке, юратнă хаçата вуласа тухсан вара ăшăлăх çавăрса илет.