19 декабря 2015 г.
«Лăпкă Дон» киносериалăн анонсĕ-реклами ăна çулталăкри тĕп премьера вырăнне хурса хаклани нумай-нумай çынна пуçа ватсах шухăшлаттарчĕ пулĕ. Мĕншĕн? Сергей Урсуляк режиссер Сергей Герасимов классикрен ирттерсе мĕн каласшăн пулнă-ши? Литература хайлавне пĕрин хыççăн каярахпа тепри экран анлăшне кăларни ăнăçлăрах пулса тухнине эп пĕлместĕп. Михаил Шолохов, самана çыравçи, эпос (эпопея) маçтăрĕ, Нобель премийĕн лауреачĕ, Ленинла преми лауреачĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, халăх кун-çулĕпе шăпи урлă тĕнче кисренĕвне, классен кăткăс кĕрешĕвне анлăн сăнланă. Гений çÿллĕшне капашмашкăн ай-ай еплерех пысăк пултарулăх кирлĕ! Урсуляк ушкăнĕ, хальхи лару-тăрăва асра тытса, пире, тен, çĕр çул каяллахи тĕнче вăрçипе революцилле пăтрану-пăлхавăр тепĕр хут таврăнма пултарнине систерсе асăрхаттарасшăнччĕ?..
Нумай тĕслĕ телефильмра пурте хитре: натура-декорацисем, мăнаçлă Дон, çутçанталăкăн ытарайми пейзажĕсем, казаксен хăйне евĕрлĕ йăли-йĕрки, юр кăчăртатни те, чиркÿ чанĕсен сасси те, вăрçă лашисем чуна çÿçентерсе тапăртатни те – пурте чĕрене çывăх. Катари хĕрлĕ инçетри ялавлă юланутçăн символне те ăнланатпăр... Михаил Суслов оператор таланчĕ куçкĕрет. Çапах та... Пурпĕрех тем çитмест! М.Шолохов романĕпе С.Герасимов фильмĕнчен, эп астуса юлнă тăрăх, хĕрарăмсен (Аксинья, Наталья, ыттисем), арçынсен – мужиксен (Мелеховсем – ашшĕпе ывăлĕ, ыттисем) шăпи çав тери курăмлă трагедилле самантсемпе вăхăтсем урлă сăнарланнă. Çирĕммĕш ĕмĕрти геройсем туслăхри, юлташлăхри, тăванлăхри, юратури чăн телей енне туртăнни вăйлă курăнатчĕ. Вĕсен терчĕ-асапĕ харама кайрĕ-шим: çав «Чăн телей» çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пушшех пăхса та курăнмасть. Ырăпа усал варринчи хирĕçтăру, чухăнлăхпа пуянлăх хушшинчи класлă курайманлăх унчченхинчен те хаяртарах. С.Урсуляк сериалĕнче казаксен тăнăç пурнăçне темле ăнлантарма май çук – пурĕ те! – усал сывлăш килсе кĕрсе пăтраштарать. Романри тĕп идеолог вырăнĕнчи Штокман капитализмла патшалăхсем рыноксемпе колонисемшĕн вилесле çапăçни çинчен калани илтĕнмест. Çĕнĕ фильмра Иван Котляровпа Мишка Кошевой хутора ăнсăртран килсе çакланнă пек пулса тухнă. Вĕсем мĕншĕн большевиксем енне çаврăнса ÿкнĕ, ма-ха вĕсемшĕн «Пурте ăнланмалла»? Пĕлтерĕшĕпе çăра уççи евĕр 1917 çултан хронологи йĕркипе пăрăнса иртнĕ.
М.Шолохов «Лăпкă Донра» историн тĕп ыйтăвĕ çине хурав шыранă. С.Урсуляк шăпа ролĕнчи эпизодсенчен пăрăннă. Романри финала тĕнче литературин шедеврĕ вырăнне хурса хакланă-çке-ха. Писатель çырнинче Григорий Дон юханшывне хутортан аяларахри пайĕнче пуш уйăхĕнчи çÿхе пăр урлă утса каçать. Çав самантра унăн мĕн пурĕ те часрах килне çитсе кĕрсе Мишша ывăлне ыталас килет. Режиссер тем те курнă опытлă казака пăрлă юханшывра иштерет... Вăл пĕтĕмпе хывăнса çаралнă та персе пăрахма илсе кайнăн юр тăрăх çаруран пырать...
Мăшăрĕ Марья Петровна каланă тăрăх, Михаил Александрович пĕр ирпе чÿрече умĕнче чĕтренсе макăрса тăнă. «Эп тинех вĕçлерĕм», – тенĕ писатель. Романри юлашки сценăшăн вăл пайтах асапланнă-мĕн. Юлашкинчен – мĕнле тĕлленнĕ, çапла çырса хунă.
Куçкĕрет тĕрĕсмарлăхран та тепре чухне куçа хупса иртетпĕр, шăла çыртса ирттеретпĕр. «Перестройка», «Уççăнлăх» тенĕ тапхăрта вырăс литературипе паллă совет писателĕсене, çав шутра Михаил Шолохова, элеклĕ компроматпа хытă хуптĕрленĕшĕн эпĕ чунтанах куляннă. Ленинла преми лауреатне мăшкăл туса центрти хаçатра сăрмакланă статьяна чăвашсен тĕп хаçачĕ те пичетленĕччĕ (çÿлтен хушнă пуль). Професси тĕлĕшĕнчи тăвансем çапла хăтланнă чух пушшех те йывăр. М.А.Шолохова хăй вилнĕ хыççăн нумай вараларĕç. Таса ятне юлташĕсем пурĕпĕр тĕппин тавăрчĕç. Эп те хамăн шухăша пĕлтерем-ха терĕм. Çакна вуланă учительсем, тен, «Лăпкă Дон» тĕрĕслĕхне ачасем патне туллинрех çитерĕç.
М.ВАСИЛЬЕВ.