19 декабря 2015 г.
Нумаях пулмасть эпĕ Ангелина Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак» романне вуларăм, вăл чуна пырса тиврĕ. Ытти çĕршер чăваш ялĕ пекех Йÿçкасси чухăнлăхра та тĕттĕмлĕхре пурăнать. Выçлăх, çити-çитми пурнăç, танмарлăх хăшне авать те хуçать, хăшне тискер кайăка кăларать. Октябрьти революци хыççăн яла урăх варкăш кĕрет. Йÿçкассинче колхоз йĕркеленет.. Майĕпен-майĕпен ял пурнăçĕ çĕнелме пуçлать. Анчах тĕрĕс çул суйласа илесси çăмăл мар иккен. Халăх пуçĕ çине çĕнĕ нуша-асап йăтăнса анать, репресси, ссылка… Çеменпе Аннана Архангельск облаçне яраççĕ. Телейĕ тĕппипех пĕтмен иккен, шăпа вĕсене тăван яла çавăрса килет.
Роман сюжечĕ çав тери çивĕччĕн явăнса пырать. Кунта чăваш хресченĕн пурнăçĕнчи самантсем чуна ыраттармалла ÿкерчĕкленсе курăнаççĕ. Романа амăшĕсене халалланă гимн теме те пулать.
О.ГУРЬЕВА,
Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки.