16 декабря 2015 г.
Районти тĕп больницăра ĕçлекенсен пĕр ушкăнĕ – Людмила Евстафьева ертсе пыракан профсоюз членĕсем – Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче пулнă, «Аслă вăрçăн ыркăмăллăх сестрисем» куравпа паллашнă. Ăна республикăри православи чиркĕвĕ, наци музейĕ тата врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институт тăрăшнипе йĕркеленĕ.
Куравра Пĕрремĕш тĕнче вăрçине, патша çемйине – Романовсене – сăнлакан сăнÿкерчĕксем, ытти истори материалĕсем кăсăклă пулнă. Патша Çурчĕн хĕрарăмĕсем Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансанах чирлĕ, аманнă çар çыннисем валли кану вырăнĕсем, лазаретсем йĕркелессипе хытă тимленĕ, тумтир, эмел тавраш пухнă. Вĕсене ыркăмăллăх сестрисем тенĕ. Патша çемйинчен нумайăшĕ тĕслĕх илнĕ. Акă Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек салинчи (маларах Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уездне кĕнĕ) священникăн хĕрĕ – Анна Владимировна Яснитская – санитари отрядне çырăнса аманнă салтаксене нумай пулăшнă, вĕсене пăхса-асăрхаса тăнă.
Медицина ĕçченĕсем ыркăмăллăх сестрисен паттăрлăхĕ пирки фильм та пăхнă. Этемлĕхĕн черченкĕ пайĕ юнлă çапăçу хирĕнчен аманнă салтаксене илсе тухса вилĕмрен çăлнă, госпитальсенче сипленĕ.