16 декабря 2015 г.
Росреестрăн Чăваш енри управленийĕ саккунри çĕнĕлĕхсемпе, улшăнусемпе, граждансен прависемпе паллаштарсах тăрать.
Декабрĕн 1-мĕшĕнчен акă çынсем куçман пурлăх прависене регистрацилеме заявлени çырмасан та пултараççĕ, пĕлтерет Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева. Документсене тăратас йĕрке енчен те пурлăх прависене е вĕсемпе усă курма чарассипе влаç органĕпе тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕпе килĕшÿ, патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕпе акт çырнă пулсан улшăнать. Кун пек чухне заявление килĕшĕве е акта панă орган тăратма тивĕç. Анчах госпошлинăна çынсен хăйсеннех тÿлемелле.
Çитес çултан Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ çынсене ЕГРП сведенийĕсене пама пăрахать. Ку тивĕçе кадастр палатин филиалĕ пурнăçлама тытăнĕ. Çĕнĕлĕх учрежденисем пĕр-пĕринпе запроссемпе тата хатĕр документсемпе улшăнассинчен хăтарать.
Кăçалхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен строительствăна пая кĕрсе хутшăнас саккунне улшăнусем кĕнĕ май, застройщиксем страхлакан организацисемпе килĕшÿ çырас ыйтусем сиксе тухнă. Саккуна пăхăнманнине пула Росреестрăн сделкăна чарса лартма е вуçех пăрахăçлама тивнĕ. Кунашкал тĕслĕхсем 90 енне пулнă та ĕнтĕ.
Патшалăх информаци ресурсĕсенчи тĕрĕс информаци кадастр инженерĕсен ĕç пахалăхĕнчен те нумай килет. Çавăнпа та Росреестр вĕсен ĕçне тĕрĕслесех тăрать, çĕр чиккисене палăртассинче, техника планĕсенче суя сведенисене асăрхасан ĕçе прокуратурăна парать. Çакăншăн 30–50 пин тенкĕлĕх административлă штраф хураççĕ е кадастр инженерĕсене виçĕ çуллăха дисквалификацилеççĕ.
Росреестрăн Чăваш енри управленийĕ çĕр лаптăкĕсемпе усă курман е тĕллевлĕ усă курман тĕслĕхсене те тĕрĕслесе тăрать. Дистанци тĕрĕслев мелне те ĕçе кĕртнĕ. «Публичная кадастровая карта» сервис, картографи материалĕсене кăтартакан SAS планета программа, ортофотоплансем, космос ÿкерĕвĕн материалĕсем çĕре мониторинглас ĕçре тĕп инструментсем пулса тăнă. Çак практика кăçал 3470 çĕр лаптăкне тишкерме май панă. 760 лаптăкпа пачах усă курманнине, 179-пе тĕллевсĕр усă курнине палăртнă.
Управлени граждансене электронлă майпа та чылай тивĕçтерÿ парать. Паян кирек кам та Интернет урлă пурлăх пирки справка илме пултарать. Сăмахран, «Справочная информация по объектам недвижимости в режиме online» хваттер, çурт, çĕр лаптăкĕ е ытти куçман пурлăх пирки пĕрлехи информацие илме май парĕ.
«Публичная кадастровая карта» сервис çĕр лаптăкĕ, ун виçи, ăçта вырнаçни çинчен тĕрĕс информаци парать. Ун чиккисене картта çинче пăхма пулать.
«Государственный реестр кадастровых инженеров» пайра ку ĕçченсен ятарлă аттестат пуррипе çуккине пĕлетĕн, «Офисы и приемные» сервисра специалистсем патне çырăнма пултаратăр.
Росреестр порталĕ тăтăшах çĕнелсе, çынсемшĕн меллĕрех пулса пырать.