16 декабря 2015 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнчи йышăнăвĕнче Чăваш Республикинче алкогольлĕ тавара сутмалли вăхăчĕ, вырăнĕ пирки улшăнусем кĕртнĕ.
Ку вăл 2016 çултан «Обществăлла апатлану тивĕçтерĕвĕсем. Обществăлла апатлану предприятийĕсем. Классификаци тата пĕтĕмĕшле требованисем» наци стандарчĕ пурнăçа кĕнипе çыхăннă. Калаçу кунта алкоголь продукцине пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсенче, çавăн пекех вĕсем çумне тĕксе хăпартнă, шалта çĕкленĕ çуртсенче (ятарлă кафе-ресторансемсĕр пуçне) ваккăн сутма юраманни, çавăн пекех сăрана, сăра напитокне, алкоголь продукцине ваккăн 22 сехетрен пуçласа ирхи 10 сехетчен сутма чарасси пирки те пырать.
Йышăнура çавăн пекех алкоголе вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче – сентябрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун – июнĕн 1-мĕшĕнче сутма чарнă.
Чăваш Республикин Экономика министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ хушма чарусем 2016 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ.