12 декабря 2015 г.
«Спектр» творчество студийĕ хăйĕн черетлĕ «Ветки» проекта вĕçленĕ. Шупашкар режиссерĕ Владимир Синяев ÿкернĕ наркотике хирĕçле криминал драминче тăн-пуçа анратакан хатĕрсем тутаннă çамрăксен хуçăлнă шăписем сăнланнă. Темиçе сюжет линийĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.
Фильмра пачах тĕрлĕрен çынсем, çамрăксем наркотикпе айкашнин ыйтăвне чĕре çывăхне илекенсем, ÿкерĕннĕ.
В.Синяева хăйне фильма хатĕрленĕ вăхăтра пĕтĕм хула наркотике хирĕç пĕрлешсе тăнăн туйăннă. «Ветки» фильмăн премьери хупă куравра иртнĕ уйăхра пулнă. Ку уйăхра ăна Шупашкарти кинотеатрсенче пăхма пулать.