12 декабря 2015 г.
Халăх медицина пулăшăвĕпе усă курма пултарассине тата унăн пахалăхне лайăхлатассине çĕршыв ертÿлĕхĕ питĕ тимлĕн тĕрĕслесе тăрать – çакăн пирки раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче РФ Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич округ Канашĕн Киров хулинче иртнĕ ларăвĕнче пĕлтернĕ. Унта Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.
Михаил Бабич çак ыйтусене Раççей Президенчĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче те хускатнине асăннă. Вăл çавăн пекех сывлăх сыхлавĕн тытăмне оптимизацилемелли мерăсем тухăçсăррине палăртнă.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатмалли политикăна пурнăçлани республикăн медицинăпа демографи лару-тăрăвĕнче ырă туртăмсене сыхласа хăварма пулăшнине палăртнă. «Паянхи кун Чăваш енре çынсен пурнăç тăршшĕ 2010 çултанпа 2,5 çул таран ÿсрĕ, экспертсем палăртнă тăрăх çулталăк вĕçнелле вăл 71 çулпа танлашĕ. Вăрăм ĕмĕрлисен шучĕ 18,5 % ÿснĕ. Республикăра 100 çулхи юбилейне паллă тунă 64 гражданин пурăнать», – пĕлтернĕ вăл.
Пахалăх енĕпе ĕçлекен медицина обществин Ассоциацийĕн правленийĕн председателĕ Г.Улумбекова Чăваш ен сывлăх сыхлавĕн эффективлăхĕн рейтингĕнче Атăл тăрăхĕнчи округра 4-мĕш вырăнта пулнине пĕлтернĕ.