Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕре «тăшманĕсенчен» хăтăлăр

12 декабря 2015 г.

Хамăр организмăн «моторне» – чĕрене – хăвăрт хавшатассинчен çăлма пултаратпăр-и? Паллах. Çакăн валли 10 япала тумалла мар.

1. Туртас çук. Чĕлĕм туртни юн пусăмне ÿстерет, çакă вара чĕре-тымар чирĕсен тĕп сăлтавĕ: юн çывăрса ларать, «лайăх» холестерин шайĕ чакать. ВОЗ эксперчĕсен тĕпчевĕпе, чĕлĕм туртни чĕрен ишеми чирне пуçаракан тĕп сăлтав пулса тăрать. Ку йăларан писме йывăртарах, анчах та çапла тунин усси пысăк: чĕре-тымар чирĕпе чирлес хăрушлăх çулталăкранах çурри таран чакать. Вунă çултан организмра чĕлĕм туртнин йĕрĕ те юлмасть.

2. Кăкăр тĕлĕнчен ыратнине ахаль ирттерес çук. Чĕре ыратать, анчах та эсир ун сăлтавне пĕлместĕр пулсан, тухтăр патне каймалла. Енчен те кăкăр тĕлĕнчен ÿт-пÿ упражненийĕсем вăхăтĕнче хĕсет-тĕк, ку – хăрушлăх палли. Ытлашши çинĕ хыççăн кунашкал нушана туйсан – сирĕн хырăмлăх чирлĕ пулма пултарать. Енчен те хăвăра слон таптанă пек туятăр, хытă тарлатăр пулсан, тăхтаса тăмасăр васкавлă пулăшу чĕнсе илĕр.

3. Пĕтĕмпех генсем çине ямалла мар. Енчен те çемьере чĕрепе чирлекен пулнă-тăк, вăл ăрусене те куçма пултарать. Енчен те арçыннăн ашшĕ-амăшĕн çамрăкла инфаркт пулнă пулсан, унăн çакнашкал хăрушлăх икĕ хут ÿсет. Хĕрарăмсен вара вăл 70 % таран пысăкрах. Кун пек чухне нимĕн те тума май çук тени йăнăш – чĕрешĕн усăллă ĕçсем тăвасси, ăна çирĕплетесси йăлт хăвăрăн алăра. Сăмахран, холестерин шайне чакарни хăрушлăха икĕ хут чакарать.

4. Тухтăр тĕрĕслевĕнчен пăрăнмалла мар. Енчен те эсир сывлăха тăтăш тĕрĕслесе тăмасан чĕре чирĕсен вăрттăн факторĕсене пĕлмесĕр юлатăр, сăмахран холестеринăн пысăк шайне тата пысăк юн пусăмне.

5. Пĕр вырăнта лармалла мар. Хусканусем сахал туни чĕрешĕн япăх. /т-пÿ упражненийĕсем юн пусăмне пĕчĕклетеççĕ, юнри холестерин шайне нормăна çитереççĕ, ÿт йывăрăшне чакараççĕ, юн тымарĕсен ĕçне лайăхлатаççĕ тата ытти те. Спортпа туслашма нихăçан та кая мар. Анчах малтан тухтăрпа канашлăр.

6. Эмел ĕçме пăрахмалла мар. Чĕре эмелĕсене хăвăр тĕллĕн ĕçме пăрахни хăрушă пулма пултарать. Кун пирки тата дозировкăна чакарасси пирки тухтăрпа канашлăр.

7. Пилĕк хулăнланни – хумханмалли сăлтав. Кĕлеткен вăтам пайĕнче ÿт хушăнни, фигура панулми формиллĕ пулса пыни метаболизм синдромĕн аталанăвне кăтартма пултарать. Вăл чĕре чирĕсем, инсульт, диабет, атеросклероз, инсулинорезистентлăх патне илсе çитерет. Чĕре-тымар чирĕсемпе аптăрас хăрушлăх ÿсет.

8. Чĕре сикнине тимлĕх уйăрмасан. Кăкăр тĕлĕнче ыратни чĕре аритмийĕ патне илсе çитерме пултарать. Енчен те чĕре тăтăшах тăпăлтатать, ытти симптомсем пулсан, çийĕнчех тухтăра чĕнĕр.

9. Юн пусăмне тĕрĕслесе тăманни – чĕрене сиен кÿрекен чи «лайăх» мел. Нумай чухне пирĕн çак орган ытлашши ĕçлет, ку вара чĕре çитменлĕхĕ патне илсе çитерме пултарать. Çакă инфаркт, инсульт, ытти чĕре-тымар йывăрлăхĕн сăлтавĕ пулса тăрать. Юн пусăмне килте те тонометрпа тĕрĕслесе тăма май пур. Диета, ÿт-пÿ хастарлăхĕ тата эмел препарачĕсем (кирлĕ чухне) гипертонипе кĕрешме пулăшаççĕ.

10. Ытлашши çимелле мар. Самăрлăх – чĕре-тымар чирĕсене, чĕре çитменлĕхĕсене пуçаракан, пурнăç тăсăмне чакаракан сăлтав. Паллах, йывăрăша нормăна çитересси çăмăлах мар. Анчах та ăна кăшт чакарни те хăрушлăха пĕчĕклетет. Пахчаçимĕç, улма-çырла, мăйăр, пулă ытларах çийĕр, çуллă çимĕçе рационтан кăларăр. Енчен те эсир кунне 100 калори чакарсан, çулталăкра 4,5 кг йывăрăшран хăтăлатăр. Ку пĕр татăк çăкăр е çур шăккалат кăна вĕт.

Çак канашсем сире чĕре чирĕсенчен хăтăлма пулăшасса шанатăп.

Л.СЕМЕНОВА,

районти тĕп больницăн пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн врачĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика