12 декабря 2015 г.
Наркотике хирĕçле республикăри çак акцие виçĕ пин ытла çын хутшăннă.
Чăваш енри наркоасăрхав управленийĕн ĕçченĕсем çамрăксене çак хăрушă чиртен çăлас тĕллевпе тĕрлĕ акцисем йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть кăна вĕçленнĕ «Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер» Пĕтĕм Раççейри юхăма 8 пин ытла шкул ачисене, студентсене, педагогсене, ашшĕ-амăшне явăçтарнă.
Ку уйăх вĕçĕнче «Хамăрăн ачасен сывлăхĕшĕн тата сыхлăхĕшĕн» наркотике хирĕçле акцие пĕтĕмлетĕç. Наркоасăрхав представителĕсем халĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пулса профилактика ĕçне вăйлатассипе, хальхи ăрăва сиенлĕ витĕме кĕрсе ÿкессинчен асăрхаттарассипе тимлеççĕ, вĕсен сиенĕ, уголовлă, административлă яваплăх çинчен ăнлантараççĕ, документаллă фильмсем кăтартаççĕ.