12 декабря 2015 г.
Чăваш ене нацисен хушшинчи харкашусемсĕр, тĕн тĕлĕшĕнчен хирĕçтăрусăр лăпкă регион теççĕ. 2002 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш çĕрĕ çинче 92 наци çынни тĕпленнĕ. Федерацин регистраци службин Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи кăрлач пуçламăшĕ тĕлне 12 конфессине çыхăнтарса тăракан 269 тĕн организацине регистрациленĕ. Хальхи вăхăтра нацисен хушшинче тăнăçлăхпа лăпкăлăха упраса хăварасси малти вырăнта тăрать. Çавах та кам хăш халăх çынни пулнине пăхса вăрçă-харçă пуçаракансем те, патшалăхăн Конституци стройне улăштарма хăтланакансем те тупăнаççĕ. Акă Шупашкарпа Канаш хулисенче пурăннă виçĕ халăх çыннисем пĕр террор организацийĕн регионсенчи çамрăксен пĕрлĕхĕсене тата Шупашкарта «Тауба» ислам обществине йĕркелеме, вĕсен урлă ислам тĕнĕпе халифат идейисене сарма хăтланнă. Юрать-ха вĕсен ирсĕр ĕçне çул пуçламăшĕнчех пÿлнĕ.
РФ Аслă сучĕ ИГИЛ юхăма террористла организаци тесе йышăннă, унăн Раççейри ĕç-хĕлне чарса лартнă. «ИГИЛ» террористсен организацийĕн идеологине тĕнчере çирĕплетесшĕн 100 ытла патшалăхри вун-вун çын çапăçать. Ун ретĕнче Чăваш енрен кайнă виçĕ çын та пур иккен. Вĕсем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.