12 декабря 2015 г.
Пуриншĕн те паллă: кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен унччен те ÿсĕрле çула тухнине тупса палăртнă çынна çулталăкран правасăр тепре çаклансан (е медицина свидетельстви тухма килĕшмесен) уголовлă майпа явап тыттараççĕ, тĕрмене те лартма пултараççĕ. Çулçÿрев правилисем çирĕпленчĕç пулин те ÿсĕрле руль умне ларакансем çав-çавах тупăнаççĕ. Акă Вăрнар районĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен эрех ăша янă хыççăн çула тухнă 8 çынна тытса чарнă. Вĕсем пурте иккĕмĕш хут «çакланнă». Çавăнпа та ÿсĕр водительсем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Виççĕшне судра пăхса тухнă.
ГИБДД ĕçченĕсем ÿлĕмрен те çул çинче ÿсĕр водительсене тупса палăртас тĕллевпе çине тăрса ĕçлĕç.
В.ПЕТРОВ,
«Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.